MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 25 » «Пучах» ушкан Мáн Хураçкара
14:10
«Пучах» ушкан Мáн Хураçкара

Мулкачкасси ял клубĕ çумĕнче йĕркеленнӗ «Пучах» пултаруллӑх ушкӑнӗ Мáн Хураçка тáрáхĕнче пурáнакансене чỳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнче аннесен уявне халалласа концерт лартса пачӗ.

Концерт программи интереслӗ пулчӗ. Куракансене чӑваш юррисем питӗ килӗшрӗҫ. Шӳт ӑстисем Анатолий Уткин тата Виталий Чамков тӗрлӗрен шӳтсемпе култарчӗҫ. «Пучах» ушкáн ертỳçи, Чáваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ - Надежда Кондукторова вальс кĕввипе залра ларакансене ташлатарчӗ. Юлашкинчен пурте карталанса чӑваш ташшине такмакласа ташларӗҫ. Ҫӗнетсе илемлетнӗ клубра  юрлакансене питӗ килӗшрӗ.

 

      

      

      

      

      

Просмотров: 206 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar