MENU
Главная » 2018 » Ноябрь » 27 » Пултаруллӑ ушкӑн-яланах сцена çинче
11:10
Пултаруллӑ ушкӑн-яланах сцена çинче

Пултаруллӑ ушкӑн-яланах сцена çинче

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕнчи ташӑ ушкӑнне таврара пĕлмен çын та çук пулĕ. Çĕршывӑн ӑçти кĕтесе кӑна çитсе курмарĕç пулĕ вĕсем юлашки çулсенче. Вĕсен пултарулӑхне пур çĕрте те тивĕçлипех хак параççĕ. Ташӑ ушкӑнне ертсе пыракан И.В.Петрова сахал мар вӑй хурать çак ушкӑна тивĕçлĕ шайра ташлама вĕрентессишĕн.

Районта иртекен тĕрлĕ мероприятисене те йыхравлаççĕ çак артистсене. Акӑ район шайĕнче ирттернĕ «Муркаш пики-2018», Муркаш районĕн чӑх-чĕп фабрикин 50 çулхи юбилейĕнче хӑйсен ташшисемпе савӑнтарчĕç.

Акӑ, ноябрь уйӑхĕнче, Шупашкарта Раççейри тĕрлĕ халӑхсен ташӑ ушкӑнĕсем хушшинче ирттернĕ III фестиваль – конкурса те хутшӑнса килчĕç. Унтан та çĕнтерÿçĕсем пулса таврӑнчĕç. Мария Петрова «Соло» номинацире «Первая любовь» ташӑпа Iстепенлĕ дипломант, ташӑ ушкӑнĕ «Уличный танец» номинацире «Хип-хоп» ташӑпа III степенлĕ дипломант пулса таврӑнчĕç. Вĕсене вĕрентсе пыракан Ирина Васильевна Петрована та тав çырӑвĕпе чысланӑ. Чӑнах та, ташӑ ушкӑнне çÿрекен хĕрсемпе каччӑсемпе пирĕн мухтанмалӑх пур. Вĕсен пултарулӑхĕпе эпир те савӑнатпӑр, мухтанатпӑр! Малашне те вĕсене пысӑк ÿсĕмсем тума ӑнӑçу сунатпӑр.

Просмотров: 311 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar