MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 1 » Пуриншĕн те алӑк уçӑ!
08:55
Пуриншĕн те алӑк уçӑ!

     Москакасси  культура Çуртĕнче тĕрлĕрен кружоксем ĕçлесе пыраççĕ. Кунта юрлама-ташлама вĕренесси çулсеренех пулса пырать.«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнне те, «Шураппа» фольклор ушкӑнне те, эстрада ушкӑнне те çынсем хаваспах, кӑмӑлласах çÿреççĕ. Кĕркуннерен пуçласа çуркуннене тухиччен мĕн чухлĕ юрӑ-кĕвĕ, ташӑ вĕрентмеççĕ пулĕ артистсене ертсе пыракансем. Халӑха та илемлĕ концертсемпе савӑнтарсах тӑрӑççĕ. Ăçта кӑна çитмеççĕ пулĕ концертсемпе москакасси артисчĕсем. Пур çĕрте те вĕсене хаваспах кĕтсе илеççĕ куракансем.

  Юрӑ-ташӑсӑр пуçне ытти кружоксене те кӑмӑлласах çÿреççĕ Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан ача-пӑча тата ашшĕ-амӑшĕсем. Спорт вӑййисене кӑмӑллакансем шкулти спорт залне кунсеренех çÿреççĕ. Çыхма кӑмӑл тӑвакансем те, тĕрлĕрен хусканусем туса сывлӑха çирĕплетме кӑмӑл тӑвакансем те культура Çуртне васкаççĕ.

    Шкултан тухсан, кĕçĕн класра вĕренекен хĕрачасем васкасах клубалла çул тытаççĕ. Людмила Владимировна Петрова хӑй пĕлнĕ ӑсталӑха ачасене вĕрентсе пыма тӑрӑшать. Мĕнле вĕрентет-ха вӑл. Ēлĕк-авалтан асламӑш-амӑшĕсем хӑйсен ачисене çыхма вĕрентнĕ. Паллах, çак ĕçе ытларах хĕрачасем вĕреннĕ. Паянхи кун культура Çуртне çак кӑткӑс ĕçе вĕренме 3-4-мĕш класра вĕренекен 12 хĕрача çÿрет. Вĕсем пурте тӑрӑшса вĕренеççĕ. Паллах, çыхма вĕренесси çав тери кӑткӑссине вĕсем лайӑх ӑнланаççĕ. Вĕрентекен вĕсемпе 1 сехет хушши тӑрӑшать. Халлĕхе пуринте пулсах каймасть–ха, анчах та хӑшĕсем мĕн вĕрентнине часах алла илсе, тĕрлĕрен узорсем тума хӑнӑхса пыраççĕ. Эрнере виçĕ хутччен тĕл пулаççĕ ачасем хӑйсене çыхма вĕрентекенпе. Людмила Владимировна та ачасемпе питĕ кӑмӑллӑ, вĕсем тӑрӑшни ӑна питĕ савӑнтарать. «Ырӑ ĕçе малалла та тӑсса пыма, питех те кӑмӑллӑ»,- тет Людмила Владимировна.

   Çавӑн пекех çамрӑк амӑшĕсем те килте ахаль лармаççĕ. Вĕсем те эрнере виçĕ хутччен хӑйсен кĕлеткине  илемлетме, тĕрлĕрен хусканусем тума культура Çуртнелле çул тытаççĕ. Вĕсене Марина Кондукторова кирлĕ хусканусем туса, сывлӑха çирĕплетме вĕрентсе пырать. Кунта та 6-8 çамрӑк та илемлĕ хĕрарӑм хӑйсен сывлӑхне çирĕплетес тесе тӑрӑшать.

  Питех те кӑмӑллӑ вĕсем М.Кондукторова вĕрентнипе. «Хамӑра çĕнĕрен çуралнӑ пекех туятпӑр»,- теççĕ вĕсем заняти вĕçленнĕ хыççӑн.

     Апла пулсан, çакӑн пек кружоксем ĕçлени пуриншĕн те усӑллӑ тесее калас килет.

     Кӑмӑл тӑвакансемшĕн, Москакасси культура Çурчĕ яланах уçӑ. Пурне те ырӑ сунса кĕтетпĕр!

Просмотров: 297 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar