MENU
Главная » 2020 » Март » 2 » Пурте пĕрле Хĕл ӑсатӑвĕнче
13:22
Пурте пĕрле Хĕл ӑсатӑвĕнче

Пурте пĕрле Хĕл ӑсатӑвĕнче

 

Мӑн Сĕнтĕр тӑрӑхĕнче пурӑнакансем Хĕл ӑсатӑвне «Шуçӑм» кафе умĕнче хаваслӑн ирттерчĕç. Уява уçма Муркаш район пуçлӑхĕ Р.Н.Тимофеев, Чӑваш Республикин Госсовет депутачĕ А.И.Федотов килсе çитрĕç. Уява Мӑн Çĕнтĕр ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Мареева Наталья Анатольевна уçрĕ. Пурне те Çӑварни чупса килнĕ ятпа ӑшшӑн саламласа, уява хаваслӑ ирттерме савӑк кӑмӑл сунчĕ. Сумлӑ хӑнасем те Мӑн Сĕнтĕр тӑрӑхĕнче пурӑнакансене Хĕл ӑсатӑвне пĕрле пуçтарӑнса килнĕ ятпа тав турĕç. Район, Республика пурнӑçĕпе кĕскен паллаштарчĕç. Уява хаваслӑн ирттерме телей сунчĕç.

Пуçтарӑннӑ халӑхпа тĕрлĕрен спорт вӑййисем, конкурсем туса ирттерчĕç культура ĕçченĕсем. Лапамра техĕмлĕ шашлык шӑрши сарӑлчĕ. Тутлӑ та çуллӑ икерчĕ астивмесĕр никам та юлмарĕ пуль уявра. Пухӑннисене чылай вӑхӑт хушши Мӑн Сĕнтĕр тӑрӑхĕнчи культура Çурчĕсем çумĕнче йĕркеленнĕ пултарулӑх ушкӑнĕсем савӑнтарса та хавхалантарса тӑчĕç. Çав хушӑра Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Эчкерен çӑлтӑрĕсем» артисчĕсем те пулчĕç. Самаях шӑнма ĕлкĕрнĕ çынсене хускатма, ташлаттарма пултарчĕç вĕсем. Чӑваш тата вырӑс юррисене пурин чĕрине кĕрсе вырнаçмалла шӑрантарчĕç вĕсеем. Кашни юрлаканпа пĕрле юрласа ташларĕç сцена умĕнче тӑракансем. Çӑварни ячĕпе такмакçӑсен конкурсне те туса ирттерчĕç, пурне те çуллӑ та пыллӑ икерчĕпе сӑйларĕç Москакасси артисчĕсем. Хаваслӑ иртрĕ Мӑн Сĕнтĕрте Хĕл ӑсатӑвĕ.

Хĕле ӑсатнӑ май «Катемпи» карчӑкне çунтарса ячĕç. «Макӑрсах» çунса кайрĕ «Катемпи». Умра вара хĕвеллĕ те ӑшӑ çурхи кунсем кĕтеççĕ!

                                                                                                                     

 

        

 

        

Просмотров: 170 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar