MENU
Главная » 2020 » Март » 2 » Пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Ярославка ял тăрăхĕнчи ҫынсем хĕллене ăсатса ҫуркуннене кĕтсе илчĕҫ
22:36
Пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Ярославка ял тăрăхĕнчи ҫынсем хĕллене ăсатса ҫуркуннене кĕтсе илчĕҫ

Пуш уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Ярославка ял тăрăхĕнчи ҫынсем хĕллене ăсатса ҫуркуннене кĕтсе илчĕҫ

 

Ярославка ял тӑрӑхӗнчи ҫынсем хӗллене ӑсатса ҫуркуннене кӗтсе илчӗҫ. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗсем «Ҫӑварни уявне» паллӑ турӗҫ. Ҫӑварни — пысӑк та савӑнӑҫлӑ уяв.

Пуҫтарăннă ял-халăхне Ярославка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхĕ С.Ю. Шадрин саламларĕ. Ҫак кун Ярослвка ялӗ чӑннипех кӗрлерӗ. Ачи-пӑчи тӗрлӗ ӑмӑртусенче тупӑшрӗҫ, михӗпе сиксе пултаруллӑха кӑтартрӗҫ, юрлама юратакансем такмаксем шӑрантарчӗҫ, пурте тутлӑ икерчӗпе сайланчӗҫ. Ачасем валли тӗрлӗ аттракционсем ӗҫлерӗҫ. Ҫавӑн пекех Нискасси шкулӗн директорӗ А.Н. Дмитриев шашкӑ - шахмат турнирӗ йӗркелерӗ. Ярославка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне С.Ю. Шадрина уява иртерме пулӑшнӑшӑн,тӗрлӗ ӑмӑртусенче парнесем парнелеме укҫа тенкӗ тупса панӑшӑн пысӑк тав сӑмахӗсем калатпӑр.
Уяв хаваслӑ концертпа вӗҫленчӗ. Юлашкинчен улӑмран тунӑ Ҫӑварни карчӑккине ҫунтарса ячӗҫ, ҫав вӑхӑтра пурте пӗр- пӗринчен каҫару ыйтрӗҫ, ырлӑх- сывлӑх сунчӗҫ.

 

 

        

        

        

        

        

        

        

        

        

        

Просмотров: 220 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar