MENU
Главная » 2020 » Март » 11 » Пысӑк уявра пулса килтĕмĕр
14:24
Пысӑк уявра пулса килтĕмĕр

Пысӑк уявра пулса килтĕмĕр

 

Мартӑн 10-мĕшĕнче, Чӑваш Автономийĕ 100 çул çывхарнине халаласа «Тӑван Çĕршыв» ятпа Шупашкарти «Чебоксары – Арена» Пӑр керменĕнче пысӑк уяв туса ирттерчĕç. Уява уçнӑ çĕрте Республикӑри 600 артист хутшӑнчĕ. Тĕлĕнмелле илемлĕ композиципе пуçларĕç артистсем пысӑк уява. Куç умне 1920-мĕш çултан паянхи кунчченхи истори тухса тӑчĕ. Тĕлĕнмелле чаплӑн кӑтартса пачĕç çакна артистсем.

Çак уява уçма Чӑваш Республикин пуçлӑхĕн тивĕçне вӑхӑтлӑх ертсе пыракан О.Николаев уçрĕ. Уявра «Чӑваш Автонмийĕ 100 çул» çитнине халалласа О.Николаев Чӑваш Республикинчи тава тивĕçлĕ çынсене: Шупашкарти митрополита Владыка Варнавӑна, СССР халӑх артисткине Вера Кузьминана тата Шупашкарти тава тивĕçлĕ çыннине Иван Долгушина медальсем парса чыс турĕ. Аренӑра ларакансем вĕсене тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç.

Пысӑк уява хутшӑнма Республикӑри кашни районтан, хуларан чи тивĕçлисем 4000 çын хутшӑнчĕ, çав хушӑра Муркаш районĕн делегацийĕ  пысӑк ушкӑнпа пулчĕ, вĕсем хушшинче Муркаш район администрацийĕн пуçлӑхĕ Ростислав Тимофеев, Муркаш район депутачĕсен пухӑвĕн председателĕ Игорь Николаев пулчĕç.

Питех те мӑнаçлӑн, чуна кĕрсе вырнаçмалла уява уçрĕç кунта. Юлашкинчен чӑваш эстрада артисчĕсем пурне те уяв ячĕпе саламласа, илемлĕ юрӑ-ташӑ парнелерĕç.

Çак уява хутшӑнма эпир те Надежда Кондукторовапа тивĕçлĕ пулнишĕн чунтанах савӑнтӑмӑр.

 

Просмотров: 243 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar