MENU
Главная » 2019 » Август » 19 » Рыкакассисем те ял уявĕнче савӑнчĕç
13:28
Рыкакассисем те ял уявĕнче савӑнчĕç

Рыкакассисем те ял уявĕнче савӑнчĕç

 

Рыкакасси ял халӑхĕ юлашки çулсенче ял уявне туса ирттерессине йӑлана кĕртрĕç те ĕнтĕ. Кӑçал та ял уявне августӑн 17-мĕшĕнче туса ирттерчĕç. Кӑçалхи çул çумӑрлӑ тӑнӑ пирки уява клубра ирттерме шутларĕ ял халӑхĕ. Тавах турра çанталӑкĕ ӑмӑр тӑчĕ пулин те, çумӑрĕ çусах каймарĕ çак кун. Илемлĕ юрӑ-кĕвĕ ял халӑхне уява йыхравларĕ. Уява хутшӑнас текенсем клуба тутлӑ апат-çимĕçсемпе, сим-пыл сӑрапа тухрĕç. Клуб умĕнче ачасене савӑнмашкӑн батут та вырнаçтарчĕç. Асӑннӑ вӑхӑтра уява пĕтĕм халӑхпа «Алра кайми аки-сухи» юрӑпа пуçларĕç. Рыкакасси клубĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Туслӑх» пултарулӑх ушкӑнĕ Венера Акимова ертсе пынипе ял халӑхне илемлĕ юрӑ-ташӑпа савӑнтарчĕ. Хуткупӑспа Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Надежда Кондукторова ӑста выляса пычĕ.  Эхветкассинчен те хӑнасем килсе çитрĕç уява. Ял депутачĕ М.В.Васильев пурне те уяв ячĕпе ӑшшӑн саламларĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе пурӑнма телей сунчĕ. Т.П.Кондратьевӑна кирлĕ вӑхӑтра пысӑк пулӑшу панӑшӑн, ял халӑхĕ ячĕпе асӑнмалӑх парне парса чыс турĕ. Хӑйсен ячĕпе юрӑ саламĕ те парнелеме пултарчĕç Эхветкассисем. Вĕсем хыççӑн ял халӑхне «Сывлӑмпи» ача-пӑча фольклор ушкӑнĕ хӑйĕн илемлĕ концерт программипе тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕç. Мĕн кӑна туса кӑтартмарĕç пуль вĕсем ял халӑхне. Тĕрлĕ халӑх инструменчĕсемпе вылярĕç, юрласа-ташларĕç, пуç хĕрлĕ çаврӑнчĕç.  Ачасене пурте тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Вĕсен пултарулӑхне пысӑк хак парса, ачасене уява йĕркелекенсем тутлӑ çимĕçсем парса хавхалантарчĕç. Ачасем куншӑн çав тери кӑмӑллӑ юлчĕç.

      Уяв иртнĕ хушăрах Рыкакасси ял ҫумĕнчи стадионта  футбол спорт вăййи пулса иртрĕ. Кунта 3 ял команди хутшăннă. Хĕрӳ вăйăра Рыкакасси ҫамрăкĕсен команди ҫĕнтерӳҫĕ пулса кубока тата тав ҫырăвне ҫĕнсе илчĕ. Куншăн пĕтĕм ял халăхĕ савăнмаллипех савăнчĕ. Ҫамрăксене Венера Акимова тав сăмахĕсем  каласа, спорт инвентарĕсем илме хăйĕн ячĕпе 20 000 укҫан парса хавхалантарчĕ.

      Вĕсем хыççӑн Москакасси культура Çурчĕн ертÿçи Галина Голубева, пурне уяв ячĕпе саламласа, эстрада юррисем юрласа ташӑ картине йыхравларĕ. Уява пухӑннӑ халӑх савӑнмаллипех савӑнчĕ çак кун. Çапла çав, пĕрле пуçтарӑнса, пĕр кĕреке хушшинче ларса савӑннине нимĕн те çитмест. Ялта пурте пĕр çемьери пек килĕштерсе пурӑнсан кӑна пурнӑç малалла каясси куç кĕрет. «Малашне те туслӑ пурӑнасчĕ",- терĕç пĕрле уява хутшӑнма кӑмӑл тунисем. Пурӑнма та савӑнма та пĕлеççĕ çак ялта пурӑнакансем. Ахальтен мар пулĕ, ҫак клубра йĕркеленнĕ "Туслăх" ушкăн тăрăшнипех иртсе пыраҫҫĕ уявсемпе концертсем.

 

      

      

      

   

Просмотров: 275 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar