MENU
Главная » 2018 » Май » 19 » Рыкакассисене- пысӑк концерт.
12:36
Рыкакассисене- пысӑк концерт.

      Фоторепортаж

   Ҫу уйӑхěн19-мěшěнче Рыкакасси культура ҫуртěнче «Хунав» тата «Сывлӑмпи» ача-пӑча пултаруллӑх ушкӑнěсем  И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 170 сул ҫитинине халалласа пысӑк концерт лартса пачěҫ. Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑранчĕ  сцена ҫинчен.  Ачасен сӑввисем кашни кураканӑн  чунне тыткӑнларěҫ.Ташлакансем те  хӑйсен илемлĕ ташшисемпе куракансене савӑнтармаллипех савӑнтарчĕç. Залра ларакансем кашни артиста тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

    Вěренÿ ҫулě  вӑхӑтěнче те  ачасем нумай клубсенче, шкулсенче, ялсенче ял ҫыннисене  хӑйсен пултаруллӑхěпе тěлěнтерчěҫ.

    Ҫу уйӑхěн 19-мěшěнче малтанхи ҫулсенче пысӑк уяв – пионерсен ушкӑнěн ҫуралнӑ кунě пулнӑ. Ҫав уява аса илсе куракансем хӑйсем пионер пулнӑ вӑхӑтри юрӑсене аса илсе савӑнсах юрларěҫ.

     Рыкакасси  ҫыннисем ачасен концерчěпе питě кӑмӑлла  пулчěҫ. Ачасене  чӑвашлӑха , атте-анне чěлхине упрама, хамӑр Чӑваш ҫершывне юратма хавхалантарчěҫ, пысӑк тав сӑмахě каласа савӑнтарчěҫ.

Просмотров: 287 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar