MENU
Главная » 2016 » Август » 27 » Садик ачисем –кинора
16:17
Садик ачисем –кинора

   Фоторепортаж

   Кӑҫал Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ майӑн, Москакасси культура Ҫуртӗнчи ӗҫченсем час-часах ачасенчен пуҫласа мӗн ваттисем таранах киносем кӑтартса савӑнтарса тӑраҫҫӗ.

   Акӑ черетлӗ курав августӑн 26-мӗшӗнче пулчӗ. Ҫак кун культура Ҫурчӗ ирхи 10 сехетре «Колокольчик» ача сачӗнчи «Зайчата», «Бельчата» тата «Крепыши», шкул ачисемпе тулчӗ.

   Культура Ҫуртне кӗрсен пурте ял тӑрӑхӗнчи ал ӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ. Кашни япалана пӑхса, вӗсем савӑнчӗҫ те тӗлӗнчӗҫ.

   Асӑннӑ вӑхӑтра вӗсем килӗштернӗ «Смешарики» мультфильм пуҫланчӗ. Ачасем савӑнсах пӑхрӗҫ хӑйсем юратнӑ мультика. Сехет ытла тӑсӑлчӗ юмах.

   Юлашкинчен пурне те пылак чӗйпе сӑйларӗҫ культура ӗҫченӗсем. Ачасем вӗсене пысӑк тав сӑмахӗ каласа садике хавас кӑмӑлсемпе уттарчӗҫ.

   Садик ертӱҫине А.А. Филимонована тата воспитательсемпе кӗҫӗн воспитательсене ачасемпе пӗрле «Ночь кино» акцине хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн, тав сӑмахӗ калатпӑр эпир культкра ӗҫченӗсем.

   Черетлӗ акции вара ял халӑхне августӑн 27 – мӗшӗнче кӗтет. Ҫак кун икӗ кинофильм пӑхма пултарать ял-йыш:

кӑнтӑр иртни 3 сехетре «Легента №17» тата каҫхи 8 сехетре «Батальонъ».

Ял халӑхӗ те хаваспах культура Ҫуртне пухӑнасса щансах тӑратпӑр.

Москакасси Культура Ҫурчӗн ертӱҫи Г.Г.Голубева

Просмотров: 356 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar