MENU
Главная » 2017 » Октябрь » 17 » Сăнунта вылять йăл-кулă эс çуралнă кун.
11:10
Сăнунта вылять йăл-кулă эс çуралнă кун.

Эс çуралнă, эс çуралнă кун …                                                                                                                

"Сăнунта  вылять йăл-кулă

Ытлă-çитлĕ кĕрекӳ

Хăнусемшĕн кăмăл-туйăм

Эс çуралнă, эс çуралнă кун …"

    Ҫак илемлĕ юрă сăмахĕсемпе саламларăмăр паян Мария Варфоломеевна Романовăна. Чылаях пулмасть вăл хăйĕн 70 çулхи юбилейне уявларĕ. Питĕ пултаруллă, ырă кăмăллă хĕрарăм. Чылай çул хушши суту-илӳ ĕçĕнче вăй хунă. Юрлама та ташлама та маттур пулнă.

    Чи малтанах Юнкăри культура çурчĕн ĕртӳçи Л.М.Кудряшова Мария Варфоломеевнăна ырлăх-сывлăх сунса саламларĕ. Ҫакăнтах культура ĕçченĕсем юбиляра парне парса чысларĕç. И.Н.Ветлугина библиотекарь вара çĕнĕ кĕнекесемпе палаштарчĕ, илсе вулама сĕнчĕ.

   Пĕрин хыççăн тепри илемлĕ юрăсем янăрарĕç. Мария Варфоломеевна та хăйĕн юратнă юррине юрлама кăмăл пулчĕ. «Ҫĕмĕрт, çĕмĕрт, шурă çĕмĕрт, ăçта-ши ман тăвансем, çĕмĕрт, çĕмĕрт, шурă çĕмĕрт, акă манăн тăвансем…» - çамрăк чухнехине аса илсе юрларĕ Мария Варфоломеевна.

     Ырă кăмăлпа, тав сăмахĕпе ăсатрĕ юбиляр хăнасене.

Просмотров: 368 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar