MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 18 » « Саваяр» ташăпа эстрада ушкăнĕ Чуманкассинче
18:00
« Саваяр» ташăпа эстрада ушкăнĕ Чуманкассинче

 Ноябрĕн 16–мĕшĕнче  таврана каç сĕмĕ çапсан тимĕр урхамахсене кÿлсе эпир - « Саваяр» ташăпа эстрада ушкăнĕ - Чуманкасси культура çуртне çитсе ÿкрĕмĕр .  Пире клуб ертÿçи – Семенова Светлана Валериановна, художество пултаруллăх ертÿçи - Ковалева Людмила Германовна кăмаллăн кĕтсе илчĕç.

«Саваяр» ушкăнĕ  хальхи ку хутĕнче тулли ушкăнпа  пулмасан та пысăк концерт лартма пултартăмăр .   Ăна эпир ваттисене хисеплесе  мăн  асаттесем, асаннесем юрланă  юрăсенчен пуçларăмăр.  Концертра илемлетек   юрату туйĕмĕпе, тус-юлташлăх, тăванлăхпа  çыхăннă юрăсем чылай шăранчĕç. Валентинăпа  Елена Ивановăсем, Наталья Александрова тата Марина Михайлова   юрлакан юрăсем -  «Пур тăван та пухăнсан», «Мĕншĕн кантăк икĕ хут», «Тăван юрри», «Тантăшсемĕр», «Каçхине юмах килет»  куракансен кăмалне кайрĕç.  Ушкăнăн  пултарулăх ертÿçи  Эдуард Степанов   хĕрсемпе илемлĕ юрăсемпе  пуçтарăннă халăха савăнтарчĕ.    

Концерт вĕçленсен культура çурчĕн ертÿçи Семенова С.В.  ял-йыш ячĕпе  тав сӑмахĕ каларĕ. Залра ларакансем ура çине тӑрса вӑл каланӑ сӑмахсене чылайччен тӑвӑллӑн алӑ çупса çирĕплетрĕç.

Просмотров: 168 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar