MENU
Главная » 2017 » Февраль » 17 » Шупашкар районĕнчи «Çăкалăх» пултарулăх ушкăн Катькасри Культура çуртĕнче хăнара.
15:07
Шупашкар районĕнчи «Çăкалăх» пултарулăх ушкăн Катькасри Культура çуртĕнче хăнара.

   

   Нарăсăн 17-мĕшĕнче Катькасри Культура çуртĕнче хăнасем пулчĕç – Шупашкар районĕнчи «Çăкалăх» пултарулăх ушкăн. Инçе çула кĕскетсе хăйсен илемлĕ ташши-юррисемпе Катькас ял халăхне савăнтарса хăварчĕç. Уйрăмах хăйĕн çепĕç те шăнкăрав пек уçă сассипе куракансен чĕрисене Галина Шадрина тыткăнларĕ.

    Сцена çинчен вырăссен, чăвашсен тата çармăссен юррисем янăрарĕç, тĕрлĕ шÿт-юмах çынсен  кăмăлне çĕклерĕ. Кашни юрлаканах клуба пухăннă халăх алă çупса хавхалантарса тăчĕ, нумай юррине артистсемпе пĕрле юрласа савăнчĕ.

Просмотров: 326 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar