MENU
Главная » 2017 » Декабрь » 19 » «Шураппа» фольклор ушкăнĕ Шатракасси ял клубĕнче.
08:08
«Шураппа» фольклор ушкăнĕ Шатракасси ял клубĕнче.

      Раштав уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шатракасси ял клубĕнче Москакасси клубĕ çумĕнчи «Шураппа» фольклор ушкăн хăнара пулчĕ. Концерта Софья Ершова питĕ кăмăла каймалла ертсе пычĕ. Вăл кашни юрă-кĕвĕ умĕн тĕрлĕ шÿт-юптару каласа халăха савăнтарчĕ, авалхи йăла-йĕрке пирки те каласа хăварчĕ.
   Шураппасен концерт программинче – ĕлĕкхи чăваш халăх юрри-кĕвви. Хăйсен çепĕç сассисемпе вĕсем çак юрăсене çав тери илемлĕ те чуна пырса тивмелле шăрантараççĕ, клуба пуçтарăннă халăха тыткăна илеççĕ. Елена Иванова хăйĕн хăва хулли пек йăрăс кĕлеткипе çармăссен ташшине тĕлĕнсе каймалла илемлĕ ташласа парсан куракансем чылайччен тăвăллăн алă çупрĕç. Вера Беспалова такмаксене балалайка каласа юрлаттарчĕ, ушкăна ташша чĕнчĕ.
       Куракансем шураппасен концерчĕпе çав тери кăмăллă юлчĕç.

Просмотров: 285 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar