MENU
Главная » 2020 » Март » 7 » «Шураппасем» çурхи кӑмӑл парнелерĕç
11:02
«Шураппасем» çурхи кӑмӑл парнелерĕç

«Шураппасем» çурхи кӑмӑл парнелерĕç

Çывхарса килекен мартӑн 8-мĕшĕ ячĕпе Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Шураппа» фольклор ушкӑнĕ мартӑн 6-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Çĕньял Покровскинчи ял тӑрӑхне кĕрекен Кивпулӑх клубĕнче хаваслӑ, чуна кĕрсе вырнаçмалла концерт лартса пачĕ. Клуба асӑннӑ вӑхӑта куракансем самаях пуçтарӑнчĕç. Концерт программине Софья Ершова чӑн-чӑн конферансье пекех ертсе пычĕ. Кашни юрӑ-ташӑ хыççӑн залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç артистсене. Хӑйсем   те артистсемпе пĕлнĕ юрӑсене шӑрантарчĕç. Валентина Волкова вӑрçӑ çинчен каланӑ сӑвва хумханса итлесе ларчĕç. Елена Иванова ташлани, Вера Беспалова балалайкӑпа выляса юрлани, Галина Шалтынова, Валентина Волкова, Феня Мочалова тата Людмила Крылова юрланисем пурин чунне те çурхи ӑшӑ кӑмӑл парнелерĕç.

Концерт пынӑ вӑхӑтрах куракансемпе лотерея вылявне те туса ирттерчĕç Москакассисем. Чи телейлисем асӑнмалӑх парнесем выляса илчĕç.

Концерт вĕçленсен, ура çине тӑрса чылай вӑхӑт хушши алӑ çупса тав турĕç артистсене куракансем. Клуб ертÿçи Елизавета Григорьева артистсене куракансем ячĕпе уяв каçне илем кÿнĕшĕн чунтан тав туса саламларĕ. Татах илемлĕ концертсемпе хӑйсем патне килсе халӑха савӑнтарма ыйтрĕ, асӑнмалӑх парне парса чыс турĕ. Москакассисем те ӑна парне парса ӑшӑ кӑмӑлпа кĕтсе илнĕшĕн, чунтанах тав турĕç. Юлашкинчен артистсене тутлӑ кукӑль-çӑмахпа сӑйларĕç çак ялта пурӑнакансем.

Çакӑн пек пысӑк савӑнӑç каçĕ туса пама пултарнишĕн «Шураппасем» тулли кӑмӑлпа килелле таврӑнчĕç.

Просмотров: 172 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar