MENU
Главная » 2017 » Апрель » 4 » Шураппасем» - Ятманра.
15:13
Шураппасем» - Ятманра.

       Вырсарни кун, Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шураппа» фольклор ушкӑнĕ, Ятманри культура Çуртне хӑйĕн черетлĕ концерчĕпе халӑха савӑнтарма килсе çитрĕ. Концерт пӑхма кӑмӑллакансем зала самаях тултарчĕç. Кунта ватти те çамрӑкки те пулчĕ. «Шураппа» ушкӑн юрӑ хыççӑн юрӑ шӑратрĕ. Ēлĕкхи юрӑсенчен пуçласа,, паян шӑрантаракан юрӑсене те парнелерĕç курма килекенсене. Залра ларакансем çав тери ӑшӑ куçсемпе пӑхса ларчĕç артистсене. Кашни уйрӑммӑн юрлакан юрӑçсене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Акӑ вĕсем: Г.Шалтынова, В.Волкова, Е.Иаванова, В.Мочалова. Балалайка çинче вĕлтĕр-вĕлтĕр кӑна вылярĕç Вера Беспалован пÿрнисем. Мĕн тери илĕмлĕ юрӑ шӑрантарчĕ çак асамлӑ инструмент çинче выляса. Куракансем чылайччен тӑвӑллӑн алӑ çупрĕç ӑна.

     Ертсе пыракан С.Ершова, концерта питĕ ӑста ертсе пычĕ. Шÿтлĕ сӑвӑ йĕркисемпе, шÿтсемпе куракансене хавхалантарса тӑчĕ. Е.Иванова ташланӑ çармӑç ташшине те кӑмӑлласа йышӑнчĕç куракансем. Ушкӑнпа такмакласа ташланипе залра ларакансем алӑ çупса,урасемпе тапӑртатса хавхалантарса тӑчĕç. Чылая тӑсӑлчĕ концерт. Мĕн тери ӑшӑ куçсемпе пӑхса ларчĕç Ятмансем. Артистсене çакӑ кӑна кирлĕ те ĕнтĕ.

  Концерт вĕçленсен, ял халӑхĕ ячĕпе культура Çурчĕн ертÿçи Р.Николаева ӑшӑ та ырӑ сӑмахсем каласа хавхалантарчĕ артистсене, чӑвашлӑха упрама тӑрӑшакансене. Хӑйсем патне татах та килсе,çĕнĕ концертсемпе савӑнтарма ыйтрĕ.

 

Просмотров: 290 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar