MENU
Главная » 2017 » Октябрь » 2 » Шыв пӑрӑхӗ туртрӗç.
09:03
Шыв пӑрӑхӗ туртрӗç.

     Тойкилтӗри Культура çурчӗ ял хӗрринче вырнаçнă май кунта çырма хӗрри пулсан та çӑл е колонка таврашӗ çывӑхра пулман. Çакӑ тахçантанпах чи кӑсӑклӑ ыйту пулнӑ. Кунта пултарулӑх ертÿçи пулса ӗçлекен Железнов Владимир Валерианович тӑрӑшнипе тата ялти халӑх пулӑшнипе   авӑн уйӑхӗн вӗçӗнче культура çурчӗ патне шыв пӑрӑхӗ хума канав чавса хатӗрлерӗç. Ку ӗç çамӑл мар пулсан та ялти çамрӑксем те айккинче юлмарӗç, аслисемпе пӗрле çӗр чавса пулӑшрӗç. Малалла колонка вырнаçтарасси паллах специалистсенчен килет. Кӑна Железнов В.В. хӑйӗн çине илчӗ.

      Тойкилтӗри культура çуртӗнче ӗçлекенсем  çак ӗçе туса пулӑшнӑ ялти пур çынсене те чун-чӗререн тав сӑмахӗ калаççĕ.

Просмотров: 303 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar