MENU
Главная » 2018 » Сентябрь » 25 » Сумлӑ юбилей.
15:50
Сумлӑ юбилей.

   2018-мĕш çулхи сентябрĕн 25-мĕшĕнче, Мӑн Сĕнтĕрте пурӑнакан Алина Изосимовна Захарова, хӑйĕн сумлӑ юбилейне паллӑ турĕ. Шӑп 70 çул каялла Хĕрлĕ Чутай районне кĕрекен Тури Аккозино ялĕнче çуралса ÿснĕ. Мĕн пĕчĕкренех вӑл юрӑсем юрлама юратнӑ, çавӑнпах пулĕ ÿссе çитсе хĕр пулсан, Шупашкарти Ф.П.Павлов училищине çул тытать Унтан  вĕренсе тухсан, 1969 - мĕш султа Хĕрлĕ Чутайри музыка шкулĕнче ачасене асамлӑ музыка тĕнчиппе паллаштарма пуçлать. Кунта 4 çул хушши ачасене тĕрĕс юрлама вĕрентет. 1973 – мĕш çултан пуçласа, Муркаш районне кĕрекен Мӑн Сĕнтĕрти культура Çуртĕнче, «Янаш» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕнче художествӑ пултарулӑх ертÿçи пулса 2001- мĕш çулччен вӑй хурать. Çак хушӑра мĕн чухлĕ илемлĕ юрӑ вĕрентмест пулĕ ушкӑна. Çав хушӑрах ачасене те юрлама вĕрентсе пырать. 2001- мĕшпе 2012-мĕш çулччен Мӑн Сĕнтĕрти культура Çурчĕн ертÿçи пулса, çирĕппĕн йĕркелесе пырать культура ĕçне маттур та пултаруллӑ хĕрарӑм. Ахальтен мар пулĕ ӑна, ĕçре пысӑк çитĕнÿсем тунӑшӑн, 1995-мĕш çулта Чӑваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята параççĕ.

       Хӑй ĕçленĕ хушӑра «Янаш» ушкӑнпа ӑçта кӑна пулса курмасть пулĕ. Раççейре кӑна мар, ют Çĕршывсене те çитсе килеççĕ маттур артистсем: Венгрири Сегет, Швецири Ретвик хулисенче пулса, унти халӑха хӑйсен пултарулӑхĕсемпе савӑнтарса килме пултараççĕ. Хӑйĕн шӑпччӑк пек илемлĕ сассипе вара, такама та тĕлĕнтернĕ пултаруллӑ юрӑç. Тата çулсерен районта иртекен «Акатуй» пĕр уявĕ те унсӑрӑн иртмен. Дирижер пулса нумай çул хушши мӑнаçлӑ хора ертсе, йĕркелесе пырать. Вӑл юрлаттарнӑ юрӑсем вӑрмана ян та ян янраттарнӑ. Асӑнмалӑх, мухтанмалӑх пурах çав çак вĕри чĕреллĕ маттур та пултаруллӑ культура ĕçченĕпе.

     Паянхи кун вӑл 70 çул тултарчĕ. Сумлӑ кĕрекене пире, пĕрле ĕсленĕ ĕçтешĕсене йыхравларĕ. Кĕреке хушшинче ӑна юбилей ячĕпе илемлĕ чӑваш юррисемпе саламларӑмӑр. Чӑтаймарĕ, вӑл та пирĕнпе пĕрле юрларĕ. Эппир килнишĕн чунтанах савӑнчĕ, савӑнӑç куççулĕ тухрĕ.

       А.Захарована эпир, районти культура ĕçченĕсем ячĕпе чунтан тав туса, сумлӑ юбилей ячĕпе чĕререн саламлатпӑр, сывлӑхпа пурӑнма телей, вӑрӑм кун-çул сунатпӑр. Эсир культурӑшӑн сахал мар вӑй хурса, культура шайне хӑпартассишĕн тӑрӑшса ĕçленĕ ÿсĕмсемпесавӑнатпӑр, мухтанатпӑр!

Просмотров: 349 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar