MENU
Главная » 2019 » Сентябрь » 16 » «Сывлампи» Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче «Чÿклеме» уявĕнче
15:00
«Сывлампи» Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче «Чÿклеме» уявĕнче

«Сывлампи» Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче «Чÿклеме» уявĕнче

 

Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи  Кăнна Кушки ялĕнче чăвашсен «Чÿклеме» уявĕ иртрĕ. Çак уява Кăнна Кушкисем иккĕмеш хут ирттереççĕ. Уява пуçараканĕ, аслă режиссерĕ, проектăн никĕсне хываканĕ  - Чăваш Республикинчи культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Эдуард Бахмисов.

«Чÿклеме» уява хутшăнма Чăваш Енрен пысăк делегаци килнĕ. Хăнасен йышĕнче -Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Анатолий Ухтияров та пулчĕ.

 Культурăна аталантарас тĕлĕшпе Течче районĕнчи чăвашсем аван ĕçлеççĕ. Уява Теччĕ, Пăва, Çĕпрел районĕсем, Хусан тата Чăваш республикинчи пултаруллăх ушкăнĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе хутшанчĕç.

Чăваш республикинчен «Чÿклеме» уява хутшăнма Муркаш районĕнчи Катькасри Культура Çурчĕ çумĕнчи «Сывлампи» ача-пăча фольклор ушканĕ тивĕçлĕ пулчĕ.

Çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Малтанах Иван Яковлевич Яковлевăн палăкĕ умĕнче чечек кăшăлĕсем хуртăмăр, музейпа паллашрăмăр. И.Я. Яковлев уçнă шкул халĕ те тирпейлĕ, çирĕп ларать. Питĕ нумай экспонатсене курса тĕлĕнтĕмĕр.

Уяв кăнтăрла иртни 2 сехетре пуçланчĕ. Сумлă çынсем «Чÿклеме» уявпа саламларĕç. Çĕнĕ тырпултан тунă çăкăра астивсе пăхма сĕнчĕç. Ака-суха туни, çитĕнтерни, авăн çапни, апат-çимĕç хатĕрлени- пĕтĕмпех сцена çинче пулса иртрĕ. Ăна йĕркелекенĕ –Тяхмусова Светлана Вячеславовна халăх пултарулăхĕн аслă методисчĕ.

Катькасри Культура Çурчĕ çумĕнчи «Сывлампи» ача-пăча фольклор ушканĕ виççĕмĕш юрлама, ташлама тухрĕ. Уява йĕркелекенсем те, хăнасем те пирĕн ушкăнпа тĕлĕннĕ. «Ну, маттур та сирĕн ачасем, кусене çăмарта пек усрамалла» тесе ыр сăмахсем каласа пĕтерчĕç. «Пăхас килмен çĕртен, ай-ай, пăхтараççĕ-çке!» - теççĕ.

Çак «Чÿклеме» уява, 300 км яхăн çула кайса килме, Калайкасси вăтам шкул директорĕ Ершова Т.А., ачасен класс ертÿçи Данилова А.Н., ашшĕ-амăшĕсем пулăшса пычĕç. 

             

      

      

      

Просмотров: 281 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar