MENU
Главная » 2018 » Май » 23 » Ташӑ ушкӑнĕсен çулталӑкри пĕтĕмлетĕвĕ.
14:22
Ташӑ ушкӑнĕсен çулталӑкри пĕтĕмлетĕвĕ.

        Фоторепортаж

   Çулсеренех Москакасси культура Çуртĕнче ташлама, юрлама юратакансен çулталӑк хушшинче туса ирттернĕ ĕçсен пĕтĕмлетĕвне чаплӑн паллӑ тӑватпӑр. Çак пĕтĕмлетĕве ташлама вĕрентекен хореограф, И.В.Петрова тата культура ĕçченĕсем тӑрӑшнипе туса ирттеретпĕр.

       Кӑçал çак уяв, майӑн 20-мĕшĕнче пулса иртрĕ. Асӑннӑ вӑхӑтра культура Çурчĕ ачасемпе тата ашшĕ-амӑшĕсемпе тулса ларчĕ. Сцена çинче юрлакан-ташлакансем 50 яхӑн пулчĕç, тӑрма та вырӑн сахал пулчĕ вĕсене валли.

       Концерт программине Елена Николоаевапа Татьяна Миронова илемлĕн уçрĕç. 1-мĕш ташӑпа чи пĕчĕк ташӑçӑсене йыхравларĕç. Вĕсем 1-мĕш класра вĕренекенсем пулчĕç, «Танец зайчиков» ташӑпа савӑнтарчĕç ашшĕ-амӑшĕсене.Ташӑ хыççӑн ташӑ ташларĕç пултаруллӑ артистсем, пӑхма питех те кӑмӑллӑ пулчĕ. Мĕнле кӑна халӑх ташшине ташламарĕç пулĕ, мĕн тери илемлĕ çипуçсемпе тухмарĕç пулĕ. Пĕчĕккисенчен пуçласа аслисем таранах ташларĕç сцена çинче.  Ташӑсем хушшинче çамрӑк юрӑçсем хӑйсен илемлĕ те уçӑ сассисемпе куракансене тыткӑнларĕç. Е.Николаевапа Т.Миронова вара, хӑлха илтмен ачасемпе мĕнле калаçмаллине, алӑсемпе хусканусем туса, юрӑ урлӑ кӑтартрĕç, ку вара залра ларакансемшĕн чӑннипех те кĕтменлĕх пулчĕ. Куç тулли илемлĕхпе асамлӑх тĕнчинче пулса куртӑмӑр çак концертра.

      Концерта пултаруллӑ тĕслĕх «Калинка» ташӑ ушкӑнĕ, Муркашри искусствӑ шкулĕ çумĕнчи Москакасси филиалĕнчи пултаруллӑ ачасем тата Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ маттур ташӑçӑсем хутшӑнчĕç.

     Çак ташӑ ушкӑнне çÿрекен ачасене район, Республика, Раççей тата тĕрлĕ халӑхсем хушшинче ирттернĕ фестиваль - конкурсене хутшӑннӑ ятпа тав çырӑвĕсем парса чысларĕç. Москакасси вӑтам шкулĕн дирекцийĕ, Москакасси ял тӑрӑхĕ, Севастополь хули, Саратов облаçĕ тата Оренбург облаçĕнчи Верхнеигнашкино ял тӑрӑхĕ ячĕсемпе пулчĕç тав çырӑвĕсем. Çак тав çырӑвĕсем, ташлакансемшĕн, пысӑк парнех пулчĕç.

     Ачасем те хӑйсене çакӑн пек хисеп тунишĕн, хӑйсене ташлама вĕрентекен Ирина Васильевна Петрована ӑшшӑн ыталаса, чечек çыххисемпе тата парнесем парса тав турĕç. Ашшĕ-амӑшĕсем те айккинче тӑрса юлмарĕç, вĕсем те тав сӑмахĕсем каласа, чечек çыххисемпе парне парса чыс турĕç пултаруллӑ ертÿçĕне.

    Искусствӑ шкулĕнче тата Москакасси культура Çуртĕнче «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕнче, 24 çул хушши чуна парса, ачасене тĕрĕс те илемлĕ ташлама вĕрентессишĕн сахал мар вӑй хунӑ. Çавӑнпах пулĕ, ачасем ӑна çав тери хисеплеççĕ те юратаççĕ, хӑйсен иккĕмĕш амӑшĕ вырӑннех хураççĕ.

       3 сехет çурӑ хушши пынӑ концерт, 1 сехет çурӑ кӑна тӑсӑлнӑ пек туйӑнчĕ. Пурин кӑмӑлне те çĕклерĕ çак илемлĕ концерт, уйрӑмах курма килнĕ ашшĕ-амӑшĕсен куçĕсем, хӑйсен ачисем пултаруллӑ пулнишĕн, савӑнӑç куççулĕпе тулчĕç. Савӑнмаллипех савӑнчĕç вĕсем çак концертра.

       Концерт вĕçленсен, ачасем тулли кĕрекене ларса, тутлӑ апат-çимĕçсемпе сӑйланнӑ хыççӑн, каллех ташӑ картине тухрĕç.Тĕрлĕрен вӑйӑсем хатĕрленĕ вĕсем пĕр-пĕрин хушшинче. Пурте хаваслансах вылярĕç, ташларĕç. Ачасемшĕн тата ашшĕ-амӑшĕсемшĕн чӑн-чӑн уявах пулчĕ çак каç.

       Килелле тулли те çĕкленÿллĕ кӑмӑлсемпе саланчĕç уяв хӑнисем.

Просмотров: 274 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar