MENU
Главная » 2017 » Октябрь » 9 » Тавах, учителĕм, сана!
09:48
Тавах, учителĕм, сана!

Учитель! Канăçа пĕлместĕн

Эс пирĕншĕн кунне-çĕрне,

«Чăн-чăн этем пулсамăр, - тетĕн, -

 Ята ан ярăр ĕмĕрне!»

Чунна парса, вăйна хурса,

Çĕр-шывшăн пысăк ĕç тăватăн.

Ăс панăшăн, çын тунăшăн,

Тавах, учителĕм, сана!

    Çакăн пек сăмахсемпе саламларĕç кĕçĕн класра  вĕренекенсем уява пухăннă вĕрентекенсене.

    Паянхи уява вĕсем тăрăшсах хатĕрленнĕ. Çак шкулта нумай çул ĕçленĕ ветеран учительсене хăнана  чĕннĕ, концерт программине хатĕрленĕ. Уяв питĕ интереслĕ иртрĕ. Ачасем пурне те илемлĕ сăвăсемпе, юрăсемпе, хаваслă ташăсемпе савăнтарчĕç. Атапайри культура çурчĕ çумĕнчи «Сурпан» ушкăн та вĕрентекенсене чуна пырса тивекен юрăсемпе саламларĕ.

    Уяв вĕçĕнче ачасем ветерансене чечек çыххисем парнелерĕç, асăнмалăх сăн ÿкерттерчĕç.

Просмотров: 373 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar