MENU
Главная » 2016 » Июнь » 16 » Телейлӗ те хаваслӑ ҫу кунӗсем
12:11
Телейлӗ те хаваслӑ ҫу кунӗсем

   Ачасемшӗн чи савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ ҫу кунӗсем пуҫланчӗҫ. Виҫӗ уйӑх хушши кану кунӗсене хаваслӑ та интереслӗ ирттерме вӑхӑт ҫитрӗ.

   Москакасси вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ ачасем паянхи кун 100 ача ытла 1 уйӑха яхӑн кану лагерӗнче канать. Ҫак лагере ачасем хаваспах ҫӱреҫҫӗ. Кунта вӗсемпе 8 воспитатель 8 вожатӑй тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Лагере ҫак шкулта ӗҫлекен М.В. Васильева ертсе пырать.

   Кунта пӗтӗмпех программӑ тӑрӑх ӗҫлесе пыраҫҫӗ, тӗрлӗрен интнрнслӗ конкурсем, спорт вӑййисем туса ирттереҫҫӗ.

    Кӑҫалхи ҫул Кино ҫулталӑкӗ пулнӑ мӑйӑн, Москакасси культура Ҫуртӗнче эрнере ҫак ачасене 2 хутччен кино кӑтартма палӑртнӑ. Кунта тӗрлӗрен юмахсем, патриотла фильмсем пӑхма пултараҫҫӗ лагере ҫӱрекенсем. 1-мӗш кун вӗсем Ганс Христиан Андерсен ҫырнӑ «Снежная королева» юмахӗпе паллашрӗҫ. Питех те интересленсе пӑхрӗҫ ачасем ҫак юмаха.

   Юлашки вӑхӑтра культура Ҫурчӗсенче киносем пӑхма май ҫук-ҫке. Ачасем ытларах компьютер, смартфон, телефон умӗнче кӑна лараҫҫӗ. Кун пек сарлака экрансем умӗнче пачах та ларса курман ачасем, паянхи кун вӗсемшӗн ҫакӑ питех те интереслӗ тата кӑсӑклӑ.

   Апла пулсан, малашне те, ҫакӑн пек киносене кӑтартма культура Ҫуртӗнче ӗҫлекенсем яланах хатӗр.

Просмотров: 710 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar