MENU
Главная » 2016 » Август » 3 » Тĕлпулӑва усӑллӑ ирттерчĕç Илле уявĕнче
14:50
Тĕлпулӑва усӑллӑ ирттерчĕç Илле уявĕнче

Пĕрлехÿ информации кунĕ пуласса пĕлсен, Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан ял-йыш августӑн 2-мĕшĕнче асӑннӑ вӑхӑта культура Çуртне лӑк туллиех пуçтарӑнчĕ.

      Хаклӑ хӑнасене,ял-йыша кĕтсе культура ĕçченĕсем çак тӑрӑхри ал-ĕç ӑстисен, ял тӑрӑхĕнче пулса иртнĕ тĕрлĕрен уявсен сӑн ÿкерчĕксен куравне йĕркелерĕç. Çак курава йĕркелеме Анаткас Хачӑк ялĕнчи Галина Егоровапа унӑн çемьи, Москакасси ялĕнчи Юлия Киршева хӑйсен ал ĕçĕсемпе пулӑшрĕç. Тĕл пулу пуçланиччен чылайĕшĕ кӑсӑкланчĕҫ вĕсен ĕçĕсемпе. Мĕн кӑна ăсталаман пулĕ вĕсем хӑйсен ылтӑн аллисемпе. Çакӑн пек курава вĕсем ял тӑрӑхĕсем хушшинче Муркашри музейра ирттернĕ конкурса та тӑратнӑччĕ. Унта та вĕсен ĕçĕсене пысӑк хак пачĕç куракансем. Питех те маттурсем тесе тав турĕç ӑстасене культура Çуртне пухӑннисем.

      Чăваш Республикин тĕрлĕ министерствисен яваплă ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçса тата хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тÿрремĕн хурав илме пултарчĕç ял çыннисем, пулас кандитатсемпе тĕл пулни те вĕсемшĕн усӑллӑ пулчĕ. Кунашкал тĕл пулусем питех те сайра пулса иртеççĕ. Залра ларакансенчен чылайӑшĕ хӑйсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем илме пултарчĕç.

   Фоторепортаж

 Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн правленийĕн председателĕ Леонид Черкесов аллинчен Москакасси ял тӑрӑхĕнче депутат тата староста тивĕçĕсене чуна парса туса пыракансем: Анаткас Хачӑк ялĕнчи Ольга Данилова тата Ахмане салинчи Петр Волков, Хисеп грамотисем илме тивĕçрĕç. Вĕсем малашне те халӑхшӑн тӑрӑшса ĕçлесе пыма сӑмах пачĕç.

    Чылая тӑсӑлчĕ çак тĕл пулу. Юлашкинчен Радимир Семеновпа Галина Голубева ял халӑхне илемлĕ юрӑсем юрласа савӑнтарчĕç. Чӑтаймасӑр куракансем ташша та çаптарчĕç юрлакансемпе пĕрле.

  Çак савӑнӑç кунпах вĕçленмерĕ-ха. Çулсеренех Анаткас Хачӑк ялĕнче пурӑнакансем Илле кунне ял-йышпа хаваслӑн ирттереççĕ. Кӑçал та çак йӑлана пӑсмарĕç ялта пурӑнакансем. Ял варринче палӑртнӑ вырӑнта халӑха валли вĕри яшка вĕресе тӑчĕ. Вӑрӑм сĕтеле тутлӑ апат – çимĕçпе тултарчĕç. Паллах, çак кун сĕтеле вĕри çĕрулмипе тӑварлавнӑ хӑяр илем кÿчĕ.

    Малтанах уява пуçличчен пурте ура çине тӑрса Алран кайми аки-сухи юрра юрларĕç. Кайран ялти ватӑ çынна Елена Ирзакована сӑмах пачĕ ертсе пыракан. Ēлĕкхи ваттисен йӑлипе, турӑран пиллĕх ыйтса, çак уява пуçлама сӑх-сӑхрĕ ватӑ çын, вара пурне те кĕрекене ларса тухма йыхравларĕ.

   Çавӑн пекех çак уява ял халӑхне саламлама Москакасси ял тӑрӑхĕнчен Рена Малькова, ертсе пыракан специалист та килсе çитрĕ. Вӑл пурне те Илле кунĕ ячĕпе чун – чĕререн ӑшшӑн саламларĕ, уява уяв пекех ирттермелле пултӑрччĕ терĕ.

    Çак ялӑн старости, депутачĕ Ольга Данилова та сӑмах илчĕ. Вӑл çак ялта Чи пĕчĕк пепкене, Чи ватӑ çынна тата çак уява хатĕрлеме пулӑшса пыракансене парнесем парса чыс турĕ. «Малашне те пĕрлех килĕштерсе пурӑнмалла пултӑрччĕ» - терĕ, ялти хисеплĕ Ольга Данилова.

   Халӑха савӑнтарма паллах хут купӑссӑр пулмасть, Радимир Семеновпа Надежда Кондукторова уяв тӑршшĕпех халӑха юрлаттарса ташлаттарчĕç. Тата кунта пурӑнакан сумлӑ ватӑсем мĕнлерех шӑрантарчĕç юрӑсене. Халиччен пачах та илтмен юрӑсем те шӑранчĕç çак каç. Ян янӑраса тӑчĕç ялта юрлакансен илемлĕ сассисем. Вĕсемпе пĕрлех ача-пӑчасен хаваслӑ сассисем те илем кÿчĕç çак уява.

    Телейлисем вара лотерея билечĕсемпе тĕрлĕрен парнесене илме тивĕçрĕç. Сĕм çĕрлечченех кĕрлерĕ кунта хаваслӑ уяв. Килĕсене тулли кӑмӑлсемпе саланчĕç уява пухӑннисем.

    Москакасси ял тӑрӑхĕнчи Хĕрарӑмсен канашĕн ертÿçи Г.Голубева.

Просмотров: 434 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar