MENU
Главная » 2017 » Октябрь » 15 » Тойкилтӗри культура çуртӗнче юсав ӗçӗсем пыраççӗ.
10:05
Тойкилтӗри культура çуртӗнче юсав ӗçӗсем пыраççӗ.

    Культура вучахӗ епле ӗçлесе пыни чи малтанах тул енчен курӑнать. Тойкилтӗри культура çурчӗн мал енне темиçе хутчен те юсанӑ ӗнтӗ. Анчах та çи витти япӑх пулнӑ пирки, пӗрмай стена йӗпе тӑнӑран штукатурка лайӑх ларайман. Тата пластик чÿречесем улӑштарнӑ чух чÿрече суллисене петӗмпех ватса, аркатса пӗтернӗ. Пӗтӗмӗшле культура çурчӗ тул енчен питӗ илемсӗр курӑнать. Юсав валли смета та тӑратса пӑхрӗç культура ӗçченӗсем, усси пулмарӗ. Пӗлтӗр кӗркунне культура çурчӗн тӑррине Муркаш администрацийӗ пулӑшнипе витсе пачӗç. Пысӑк тав вӗсене.

   Халӗ вара Культура ӗçченӗсем хӑйсен вӑйӗпе, кӗр кунӗн йӗпе-сапаллӑ ӑмӑр çанталӑкне пӑхмасӑр,  пикенсех юсав ӗçӗсене туса пыраççӗ. Ку кӑткӑс та çӑмӑл мар ӗçре Владимир Валериановичпа Алексей Владимирович Железновсем вӑй хураççӗ. Чи малтанах вӗсем Культура çурчӗн алӑкӗсем умӗпе тата çÿрт çумӗпе бетон ярса тухрӗç.  Кайран çуртӑн мал енне тата  чÿрече хӗррисене  штукатурка туса якатса илемлетрӗç, шурӑ сӑрӑпа сӑрлама та пуçларӗç ӗнтӗ.

     Асӑннӑ ӗçсене тума эпир Культура вучахӗнче ӗçлесе илнӗ укçа тенкӗпе усӑ куртӑмӑр. Кун пек юсав ӗçӗсене тумалли Культура çурчӗнче шал енчен те, тул енчен пайтах-ха. Анчах та кунти пур ӗçе те хамӑр вӑйпа туса çитерме питӗ йывӑр. Çак ӗçӗ малалла туса пыма администраци енчен те пулӑшу пуласса шанас килет.  

    Илемлӗ те ӑшӑ çурта  ӗçлеме те, канма та, пушӑ вӑхӑта ирттерме те  каяс килӗ. Тойкилтӗри Культура çурчӗнче ӗçлекенсем çак ӗçе туса пыракансене чун-чӗререн тав сӑмахӗ калаççӗ, çирӗп сывлӑх, телей сунаççӗ.

Просмотров: 413 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar