MENU
Главная » 2020 » Март » 17 » Тойкилтĕ культура çурчĕнче Кашмаш халăх театрĕ
16:40
Тойкилтĕ культура çурчĕнче Кашмаш халăх театрĕ

Тойкилтĕ культура çурчĕнче Кашмаш халăх театрĕ

 

Мартăн 16-мĕшĕнче Тойкилтĕ культура çурчĕнче Кашмаш халăх театрĕ чӑваш халӑх писателӗ Н. Терентьев ҫырнӑ «Пушар лаши» трагикомеди лартса пачӗ. Спектакăле йĕркелесе лартаканĕ, тĕп режиссерĕ чăваш драмтеатр артисчĕ Арсентий Димитриев.

Спектаклĕн тĕп теми чăваш халăхĕн Аслă вăрçă хыççăнхи çăмăл мар пурнăçĕ. Пьесăри тĕп сăнар Якку, Сталинград паттӑрӗ, хӑрах ураллӑ вӑрҫӑ инваличӗ пулин те, йывӑрлӑхра кирек кама та пулӑшма хатӗр. Вӑрҫӑ вучӗ витӗр ҫӗнтерсе тухнӑ салтакӑн килӗ-ҫурчӗ аҫа ҫапнипе ҫунса каять, хуйхӑпа мӑшӑрӗ вилет... Пӗрех пуҫне усмасть Сталинград ҫулӑмӗ ӗнтнӗ ватӑ салтак, ҫӗнӗ ҫурт лартать, малалла пурӑнасшӑн талпӑнать…

Кашмаш артисчĕсем куракансене хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Спектакăльти кашни сăнара вĕсем чĕре витĕр кăларса куракансене тыткăнларĕç. Спектакле пăхнăçем куракансен куçĕсем куççульпе те шывланчĕç, хушăран савăнăçпа та çиçрĕç.

Эпир - куракансем, чăннипех кашмаш артисчĕсемпе ăмсанса, мăнаçланса юлтăмăр. Тавах вĕсене пире çавăн пек тарăн шухăшлă, пурнăçа вĕрентекен спектакль лартса панăшăн, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнăшăн.

 

        

        

        

 

        

       

        

    

Просмотров: 204 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar