MENU
Главная » 2019 » Октябрь » 2 » Тулли кĕрекере савӑнчĕç
09:32
Тулли кĕрекере савӑнчĕç

Тулли кĕрекере савӑнчĕç

 

Москакасси культура Çуртне   октябрĕн 1-мĕшĕнче ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан тивĕçлĕ канӑва тухнӑ сумлӑ та хисеплĕ асаттесемпе асаннесем пуçтарӑнчĕç.

Уява культура Çурчĕн ертÿçи Галина Голубева илемлĕ юрӑпа пуçларĕ. Москакасси ял тӑрӑхĕн пуçлӑхĕ Д.В.Кириллов пухӑннисене уяв ячĕпе ӑшӑ сӑмахсем каласа саламларĕ, ял тӑрӑхĕнче туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ, малашне тата мĕнле ĕçсем тумалли çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Пухӑннӑ сумлӑ çынсем вӑл каланине тимлĕн итлесе ларчĕç. Уявра Муркаш район администрацийĕн экономика пайĕн ертÿçи О.В.Тимофеева сӑмах илчĕ. Вӑл зала пуçтарӑнннӑ çынсене çак чаплӑ уяв ячĕпе чун-чĕререн ӑшшӑн саламларӑ, çирĕп сывлӑх, вӑрӑм кун-çул сунса малашне те çапла пĕрле килĕштерсе пурӑнма телей сунчĕ.

Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекен ачасем аслӑ ӑрури çынсене хӑйсем хатĕрленĕ илемлĕ открыткӑсем парса хавахалантарчĕç.

В.И.Беспалова, ветерансен канашĕн ертÿçи те пурне те уяв ячĕпе чĕререн саламласа илемлĕ чӑваш юрри парнелерĕ. Унпа пĕрле С.Н.Ершова та хутшӑнчĕ. Вӑл та уяв ячĕпе сумлӑ çынсенне хисеп туса сӑвӑсем вуларĕ. «Шураппа» артисчĕсем пулнӑ майӑн, залра ларакансене вĕсем илемлĕ юрӑсем юрласа савӑнтарчĕç. Çавӑн прекех «Шуçӑм» артистки Раиса Олангина та залра ларакансенне илемлĕ чӑваш юррипе тыткӑнлама пултарчĕ. Ивановка ялĕнче пурӑнакан Николай Краснов поэт пурне те уяв ячĕпе саламласа, хӑй çырнӑ сӑвӑ йĕркисене вуласа пачĕ. Юлашкинчен уява килнĕ асаттесемпе асаннесем артистсемпе пĕрле  чӑваш халӑх юррине шӑрантарчĕç. Тĕлĕнмелли вара çакӑ пулчĕ, çитес кунсеннче 103 çул тултаракан Неонила Белова çак юрра çав тери илемлĕн шӑрантарчĕ. Ăна залра ларакансем тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç.

Юлашкинчен асӑнмалӑх сӑн ÿкерчĕксем ÿкерттерчĕç.

 Москакасси ял тӑрӑхĕ пулӑшнипе, культура ĕçченĕсем тӑрӑшнипе пухӑннӑ хӑнасене тутлӑ апат – çимĕçпе, вĕри чейпе те сӑйларĕç. Пĕрле пухӑннӑ май чылаях калаçса ларчĕç хисеплĕ те сумлӑ çынсем. Пурин кӑмӑлне те кайрĕ çак уяв. Тав сӑмахĕсем каласа майĕпен килĕсене шӑкӑл-шӑкӑл калаçса саланчĕç килнĕ хӑнасем.

 

 

      

      

      

      

Просмотров: 234 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar