MENU
Главная » 2020 » Март » 12 » «Турай ен» – Москакассинче
11:30
«Турай ен» – Москакассинче

«Турай ен» – Москакассинче

 

Мартӑн 11- мĕшĕнче Москакасси культура Çуртне Турайри культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Турай ен» ушкӑнĕ кунта пурӑнакан çынсене хӑйĕн пултарулӑхĕпе паллаштарма килсе çитрĕ.

Концерта «Пирĕн пĕрле пулмалла» юрӑпа ташӑ кӑшӑлĕпе илемлĕн уçрĕ ушкӑн. Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑрантарчĕç, çамрӑк хĕрсем илемлĕ ташӑсемпе тыткӑнларĕç, Э.Иванова «Русской женщине» тата «Формула счастья» сӑвӑсене  куракансен чунне кĕрсе вырнаçмалла вуласа пачĕ, пĕчĕк хĕрача Анжела Викторова «Тилĕ» юмаха каласа пани пурин кӑмӑлне те уçрĕ. Мĕн чухлĕ илемлĕ чӑваш тата вырӑс юррисене итлесе хавхаланса ларчĕç куракансем.

 Лидия Краснова, В.Викторова хӑйĕсен шӑнкӑртатса юхакан шыв юххи пек çепĕç сассисемпе пурне те тыткӑнлама пултарчĕç. Пысӑккисем хушшинче ачасем те хӑйсен пултарулӑхĕпе куракансене савӑнтарни питех те кӑмӑллӑ пулчĕ.

Хорпа юрланӑ «На Мамаевом кургане тишина» юрра çÿçенмесĕр итлеме пултараймарĕç куракансем, чĕрене кĕрсе вырнаçмалла шӑрантарчĕç çак юрра.   Юрланӑ юрӑсем   çепĕççĕн те илемлĕн шӑранчĕç. Юрлакансен сассисем çав тери уçӑ та янӑравлӑ шӑранса тухрĕç.

Пултарулӑх ертÿçи Калерия Албутова юрлакансене хуткупӑспа, баянпа выляса хавхалантарса пычĕ. Концерта   Наталия Горячева программӑна хитрен те илемлĕн сӑвӑлласа ертсе пычĕ.

Залра ларакансем концерт вĕçленсен, ура çине тӑрса, чылай вӑхӑт хушши тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç çак пултаруллӑ ушкӑна. Культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева, пултарулӑх ушкӑнне малашне те куракансене хӑйсен илемлĕ юрри-ташшипе савӑнтарса çÿреме телей те ӑнӑçу сунчĕ. Ирина Быркина культура Çурчĕн ертÿçине çакӑн пек пултаруллӑ ушкӑна тытса, йĕркелесе пыма пултарнишĕн тав сӑмахĕ каларĕ, малашне те пĕрле килĕштерсе, ĕçлесе пыма телей сунчĕ.

Хӑнасене «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн артисчĕсем тулли кĕреке хушшине лартса тутлӑ апат-çимĕçпе, вĕри чейпе сӑйларĕ. Хӑнасем хавас кӑмӑлсемпе Москакассисене тав сӑмахĕ каласа, килелле çул тытрĕç.

Просмотров: 168 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar