MENU
Главная » 2017 » Ноябрь » 18 » Турай ял тăрăхĕнчи Егорова Клавдия Николаевнăна 90 çулхи сумлă юбилей ячĕпе саламларĕç.
10:56
Турай ял тăрăхĕнчи Егорова Клавдия Николаевнăна 90 çулхи сумлă юбилей ячĕпе саламларĕç.

    Ноябрĕн 17-мĕшĕнче Егорова Клавдия Николаевна хăйĕн 90 çулхи сумлă юбилейне паллă турĕ.Чаплă уявпа Егорова Клавдия Николаевнăна Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Евгений Орлов саламларĕ. Клавдия Николаевнăна Раççей Президенчĕн Владимир Путин саламне вуласа пачĕ, парне парса ырлăх - сывлăх , вăрăм кун-çул сунчĕ.

    Егорова Клавдия Николаевна Муркаш районĕнчи Ярославка ялĕнче 1927 çулхи ноябрĕн 17 – мĕшĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Пугачёвсен 4 хĕрпе 2 ывăл пулнă. Клавдия Николаевна 14 çулта чухне ашшĕне вăрçа илсе каяççĕ.1941çулта Тăван çĕршывĕн вăрçи пуçлансассăн,çуллахи вăхăтра уй-хир ĕçĕнчен пĕр кун та юлман, аслисемпе пĕрле утă çулнă,тырă вырнă,варман каснă пур ĕçе те пурнăçланă.

     Егорова Клавдия Николаевнăна мăн Токшик ял каччи Егоров Павел Егорович куç хывать.1949 çулта çемье çавăрса мăшăр 3 хĕрпе 3 ывăл çуратса ÿстереççĕ. Клавдия Николаевна чăннипе те телейлĕ. Унăн 16 мăнук тата 22 кĕçĕн мăнук.

    Тăхăр теçеткере тесе калаймăн Клавдия Николаевнăна, халĕ те пур ĕçе те тума пултарать. Нумаях пулмасть ноябрĕн 18 – мĕшĕнче Республикăра иртекен «Пурте туслă çемьерен!» конкурсран лауреатсем пулса таврăнчĕç.Çак конкурсра Клавдия Николаевнăн тăватă йăхĕ хутшăнчĕ.Хĕрĕсемпе ывăлĕсем,кинĕсем,мăнукĕсем тата мăнукĕн ачисем. Паллах Клавдия Николаевна хăйĕ те 90 çулта пулсан та конкурсран юлмарĕ. Егорова Клавдия Николаевнăран тĕслех илмелли пайтах. Темĕн те курнă,темĕн те тÿснĕ. Халĕ лайăх пурăнатпăр тет.

      Заведующий Б.Токшиксим СК Иванова С.А

Просмотров: 821 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar