MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 24 » Уяв ячĕпе, Аннесем
18:30
Уяв ячĕпе, Аннесем

Уяв ячĕпе, Аннесем

 

 

Анне тесе эпир ялан чĕнетпĕр,

Пире чун панӑ хаклӑ çыннӑма.

Вӑл çĕр çинче пĕрре – эпир пĕлетпĕр,

Вӑл пуррипе илемлĕ чунӑма.

«Ырӑ каç пултӑр, юратнӑ аннесем, паянхи уяв   хӑнисем!  Сумлӑ та илемлĕ уяв — аннесен кунĕ çывхарса килет. Çак уява 1998-мĕш çултанпа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путин указĕпе килĕшÿллĕн, чÿк уйӑхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллӑ тума йышӑннӑ. Паянхи уяв каçĕнче Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакан сумлӑ та хисеплĕ Аннесем, çав вӑхӑтрах вĕсем тĕрлĕ ĕçре ĕçлекенсем тата тивĕçлĕ канӑва тухнӑ асаннесем»,- çак сӑмахсемпе пуçларĕ уяв каçне ертсе пыракан Галина Голубева. Чӑн малтанах залра ларакансене пурне те «Аннене анне теяççĕ» юрра юрлаттарчĕ ертÿçĕ.

Залра пуçтарӑннӑ аннесене, асннесене Москакасси ял тӑрӑхĕнчи ветерансен канашĕн ертÿçи В.И.Беспалова саламласа илемлĕ юрӑ шӑрантарчĕ. 

Малтанхи кун ЗАГС керменĕнче районти нумай çемьеллĕ тата обществӑ ĕçĕнче чуна парса ĕçлекен маттур та пултаруллӑ аннесем хушшинчи Москакасси ялĕнчи поселокра пурӑнакан Раиса Михайловна Яковлевана сӑмах пачĕ Г.Голубева.  Раиса Михайловна хӑйĕн пурнӑçĕнче чӑтса ирттернĕ йывӑрлӑхĕсем пирки куççуль витĕр каласа пачĕ. «Паянхи кун эпĕ чӑннипех те телейлĕ. Халĕ ачасемпе, мӑнуксемпе тата кĕçĕн мӑнукпа савӑнса пурӑнатӑп»,- тесе вĕçлерĕ хӑйĕн калаçӑвне.

Дарья Чермакова патĕнче вокалпа вĕренекен чи пĕчĕк юрӑç, Амелия Захарова, хӑйĕн çепĕç те илемлĕ сассипе уяв ячĕпе «Раз ладошка, два ладошка» юрра шӑрантарнӑ хыççӑн, тӑвӑллӑн алӑ çупни янӑрарĕ залра.

Çавӑн пекех «Эпĕ тата Анне» конкурсра пулса килнĕ Таньӑпа Женя Рыжковасене те уява килнĕ аннесене саламлама йыхравларĕ ертÿçĕ. Женя аннесене саламласа сӑвӑ вуласа пачĕ, кайран йӑмӑкĕпе пĕрле «Анне» юрра шӑрантарчĕ. Женя Шупашкара аккордеонпа вĕренме çÿренĕрен, залра ларакансене аккордеонпа выляса тыткӑнлама пултарчĕ. «Чӑн – чӑн пулас артистка»,- тесе алӑ çупрĕç залра ларакансем.

Черетлĕ номерпе вара Республикӑра ирттернĕ «Возьмемся за руки, друзья!» II фестиваль-конкурсӑн çĕнтерÿçисем, I степенлĕ дипломнчĕсем: Дарья Чермакова, Ирина Чубарова тата Аня Столярова «Чӑваш Ен» - юрӑпа саламларĕç аннесене.

«Ēлĕкренех хĕрарама пурнӑç телейĕ, илемĕ, малашлӑхĕ тата çемье тĕрекĕ тенĕ. Хĕрарӑмсен ячĕпех мĕн чухлĕ сӑвӑ-юрӑ çырман пулĕ пирĕн поэтсемпе писательсем, унӑн илемĕ çинчен тата мĕн чухлĕ ÿкерчĕк ÿкермен пулĕ.  Шӑпах ĕнтĕ, паянхи каç сире, хисеплесе те юратса парнелерĕ хӑй ÿкернĕ ÿкрчĕксене Анна Васильевна Брагина. Унӑн ылттӑн аллисем мĕн чуль ÿкерчĕк ÿкермен пулĕ, ал – ĕçĕсене те тума питĕ ӑста тата çак илемлĕ карçынккасене мĕн чухлĕ çыхман пулĕ. Ахальтен мар пулĕ унӑн ĕçĕсем район, Республика, Çĕршывӑн тĕрлĕ кĕтесĕсенче тата ют Çĕршывсенче выстӑвкӑсенче пулнӑ. Павянхи каç унӑн ĕçĕсем пирĕн культура Çуртĕнче сире савӑнтараççĕ. Апла пулсан, тӑвӑллӑн алӑ çупса тав тӑвар – ха çак маттур та пултаруллӑ ÿнерçĕне»,- тесе сцена çине улӑхма ыйтрĕ ӑна. Анна Брагина пурне те уяв ячĕпе чунтан саламласа залра ларакан аннесемпе асаннесене асӑнмалӑх хӑй йывӑçран ӑсталанӑ тĕрлĕ чĕр-чунсене парнелерĕ.

Нумаях пулмасть, Шупашкарти Туслӑх керменĕнче Г.Голубева «Мастер-класс» кружокĕнче масмаксем тума вĕренсе килнĕччĕ. Хӑй бисерпа ӑсталанӑ масмаксемпе залра ларакансене паллаштарчĕ. Пурте унӑн ĕçĕпе кӑсӑкланчĕç. Вӑхӑт тупса залра ларакансене те çак ĕçе тума вĕрентесси пирки те пĕлтерчĕ Г.Голубева.

Пирĕн хĕрарӑмсем, чӑнах та маттур. «Ēрĕхсе кайнӑ лашана чарма та, çунакан пÿрте кĕме те пултараççĕ» - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ вырӑс поэчĕ Николай Некрасов.

Çавӑн прекех «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕн артисчĕсем те илемлĕ юрӑ-кĕвĕпе савӑнтарчĕ культура Çуртне пухӑннисене.  

«Хисеплĕ аннесем! Тепĕр хут сире пурне те уяв ячĕпе саламлатпӑр, ырлӑх-сывлӑх, телей, юрату, вӑрӑм кун-çул сунатпӑр. Сирĕн çумра яланах ӑнланакан, пулӑшакан мӑшӑр пултӑр. ачасем вара хӑйсен пурнӑçĕпе, ĕçĕсемпе сире телей кÿччер. Уяв ячĕпе сире пурне те!»,-тесе вĕçлерĕ Г.Голубева

Чӑннипех те асӑнмалӑх пурин чĕринче те юлчĕ çак уяв каçĕ. Питĕ пысӑк тав сӑмахĕсем каласа саланчĕç культура Çуртне килнисем.

 

Просмотров: 239 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar