MENU
Главная » 2018 » Май » 4 » Ватти çук та, латти çук.
15:26
Ватти çук та, латти çук.

       Альбина Никитина çырнӑ «Ватти çук та, латти çук» спектакле, Етĕрне районĕнчи Асламасри культура Çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ халӑх театрĕ, майӑн 3 – мĕшĕнче, Москакасси культура Çуртĕнче лартса пачĕ. Кӑçалхи çул пĕрремĕш ушкӑн пулчĕ пирĕн патра спектакльпе. Театр искусствине кӑмӑллакансем пуçтарӑнчĕç çак каç культура Çуртне. 2 пайлӑ, 5 картинӑллӑ спектакле çав тери ӑста лартса пачĕç Асламас артисчĕсем. Чӑн-чӑн Шупашкар артисчĕсемех тесе калас килет. Пӑхма питех те кӑмӑллӑ пулчĕ.

       Спектакль хыççӑн, иккĕмĕш пайĕнче, артистсем концерт программипе паллаштарчĕç. Кунта та курмалли, тĕлĕнмелли тата вĕренмелли питех те нумай пулчĕ. Ку тӑрӑхра илтмен, пĕлмен юрӑсене шӑпчӑк сассисемпе шӑрантарчĕç артистсем. Чӑвашла та вырӑсла юрӑсем юхрĕç те юхрĕç. Ушкӑнпа, икшерĕн, виçшерĕн тата пĕчченшерĕн юрлакан юрӑçсем юррисене çав тери тĕрĕс тата темиçе сасӑпа шӑрантарчĕç. Куракансем кашни юрӑçах чылайччен алӑ çупса, хавхалантарса тӑчĕç. Икĕ пайран тӑракан концерт программи (икĕ сехет тӑсӑлчĕ) сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Çакӑн пек пуян программӑна хатĕрлеме сахал мар вӑхӑт тата вӑй кирлĕ-çке. Çипусĕсем те артистсен çыпӑçуллӑ та илĕртÿллĕ. Пӑхма çав тери илемлĕ пулчĕ.

    Куракансене çакӑн пек пуян та илемлĕ концертпа тата спектакльпе савӑнтарнӑшӑн, Асламасри культура Çурчĕн ертÿçине Людмила Семеновна Семеновӑна, художествӑ пултарулӑх ертÿçине Никонорова Ирина Леонидовна тата çак ушкӑнӑн пур артистне те Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансен ячĕпе чĕререн тухакан тав сӑмахĕ калатпӑр. Малашне те вĕсене ппысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр. Маттурсем!

Просмотров: 524 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar