MENU
Главная » 2019 » Октябрь » 31 » Вĕренни усăллă пулчĕ
17:25
Вĕренни усăллă пулчĕ

Вĕренни усăллă пулчĕ

 

Октябрĕн 31- мĕшĕнче Муркаш районĕнчи библиотекарьсемпе культура ĕçченĕсем Республикăри Туслăх Керменне черетчĕ вĕренĕве кайса килчĕç. Вĕренӳ класĕнче ларма та вырăн сахалччĕ, çапах та пурте майлашăнса вырнаçса ларма пултарчĕç.

Галина Николаевна методист пире çак кун кăкăр умне çакмалли ереше тума вĕрентрĕ. Çак вĕренӳ кăсăклă та интереслĕ пулчĕ. Республикăран килнĕ культура ĕçченĕсем пурте тимлĕ итлесе ларса тăрăшсах ĕçлерĕç. Малтанах вĕренме çӳренĕ культура ĕçченĕсем хăйсем килте тĕрленĕ илемлĕ масмаксемне пурне те кăтартрĕç. Мĕн тери илемлĕх курма пултарчĕç çак кун вĕренме пуçтарăннисем, хăйсем те çак эреше хăçан та пулин тĕрлерме пултарасси çинчен шухăшларĕç. Ĕçĕ вара çав тери кăсăклă та интереслĕ. Чăнах та вĕренни çав тери усăллă пулчĕ çак кун. Тавах Республикăра çак ĕçе пуçарса яракансене.

Апла пулсан, чăвашăн авалтан пыракан пуянлăхĕ нихăçан та çухалмĕ.

 

 

      

   

 

Просмотров: 216 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar