MENU
Главная » 2016 » Август » 8 » Вускасси - аваллăхран малашлăха
13:40
Вускасси - аваллăхран малашлăха

   Фоторепортаж

  Çурла  уйăхĕн 7 –мĕшĕнче Муркаш районĕнчи сĕм аваллăхран хăйĕн историне  тăсакан ялсенчен пĕрри – Вускасси – хăйĕн уявне юрă-кĕвĕпе, хăнасемпе ял-йыша апат çимĕçпе сăйласа  паллă турĕ. Çак уяв  тĕрлĕ ăрăва пĕрлештерет. Вăл  инçтре пурăнакан юлташсемпе тата  пĕлĕшсемпе тĕл пулмалли чи лайăх сăлтав.

   Кăçалхи уява Вускасси ялĕ «Лунтик» ятлă ача картишĕ уçрĕ. Шанатпăр, çитес уяв валли çак картишре, халлĕхе  пĕчĕк Вускасси пуласлăхĕ валли, вылямалли хатĕр лăк тулли пулĕ.

   Ача картишне уçнă  хыççăн сăмаха ял старости Клопов А.В. сăмах илчĕ,  ялта тирпей-илем кĕртессипе мĕнле ĕçсем туни пирки каласа пачĕ.  Вускассисене Муркаш администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Ананьев В.К. саламларĕ, Ярапайкасси пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан  Чернова А.В. уявпа саламланисĕр пуçне тивĕçлисене Тав хучĕсемпе чысларĕ. Кÿршĕ Яраккасси ялĕнче пурăнакан Е.Е. Ерагин  таврапĕлÿçĕ тата халăх академикĕ Вускасси ял историне аса илсе  ял уявне йĕркелекен Сыпайкасси культура çурчĕн ертÿçине Боголюбова Н.А. яла аталантарса пынăшăн Чăваш халăх академийĕн медалĕпе чысларĕ.

   Вускасси ял уявне  Сыпайкасси культура çурчĕ çумĕнчи   ташă ушкăнĕ, Шурча культура çурчĕн эстрада тата  Яраккаси культура çурчĕн коллективĕсем юрă ташăпа илем кĕртрĕç.

 

 
Просмотров: 399 | Добавил: Алина | Рейтинг: 1.0/1
Всего комментариев: 0
avatar