MENU
Главная » 2019 » Ноябрь » 16 » Ырӑ кӑмӑл парнелерĕç
10:15
Ырӑ кӑмӑл парнелерĕç

 

Ырӑ кӑмӑл парнелерĕç

 

Çак кунсенче, ноябрĕн 15-мĕшĕнче, Москакасси культура Çуртĕнчи артистсем Чуманкасси ял тӑрӑхĕнчи Апашри клубра ял халӑхне хӑйсен пуян та илемлĕ концерчĕпе савӑнтарса та тĕлĕнтерсе килчĕç. Москакассисен концертне курма кунта пурӑнакансем кӑна мар, таврари ялсенче пурӑнакансем те килсе çитнĕччĕ.

Асӑннӑ вӑхӑтра чаршав уçӑлсан, сцена çине Прасковья Лебедева ертсе пыракан, курма килекенсене тав туса сцена çине Дарья Чермакована чĕнчĕ. Хӑйĕн çепĕç те шӑнкӑрав пек сассипе «Чӑваш Ен» юрӑпа куракансене тыткӑнламаллипех тыткӑнларĕ Дарья. Юрӑ хыççӑн юрӑ шӑрантарчĕç артистсем, тĕрлĕрен шÿтсемпе шÿтлесе те йĕплесе илчĕ ертсе пыракан. Залра ларакансене култармаллипех култарма пултарчĕ Прасковья Лебедева. Хӑйсен ял каччи, Радимир Семенов куракансем умне тухсан, тӑвӑллӑн алӑ çупса юрлаттарчĕç. Çавӑн пек маттур та пултаруллӑ юрӑç хӑйсен ялĕнче пурришĕн, пĕр-пĕринпе пӑшӑлтатса чунтан савӑнса калаçрĕç. Дарья Чермаковапа Вера Макарова юрланӑ юрӑсем пурин чĕрине те ӑшӑтса кĕрсе вырнаçрĕç. Çавӑн пекех Сергей Николаев юрланӑ юрӑсем те хĕрсен чунĕсене уçрĕç. Залра ларакан ачасемпе тата аслисемпе Галина Голубева вӑйӑсем туса ирттерчĕ. Вӑййа хутшӑнакансем вара, пурте парнеллĕ пулчĕç çак каç.

Чылай вӑхӑт хушши куракансем асамлӑ юрӑ-кĕвĕ тĕнчинче пулса курчĕç çак каç.  Куракансем пурте кӑмӑллӑ юлчĕç концертпа. Чӑннипех те вĕсен кӑмӑлĕсене тивĕçтерме пултарчĕç Москакасси артисчĕсем. Концерт вĕçленсен, сцена çине клуб ертÿçи Алевтина Семенова улӑхса, куракансем ячĕпе пĕтĕм чунтан саламларĕ артистсене. Татах килсе çÿреме тата ял халӑхне илемлĕ юрӑ-ташӑсемпе савӑнтарма ыйтрĕ.

 

Просмотров: 252 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar