MENU
Главная » 2018 » Январь » 21 » «Ырă куçу ырра тĕллетĕр, ырă аллу ырă ĕç тутăр».
08:19
«Ырă куçу ырра тĕллетĕр, ырă аллу ырă ĕç тутăр».

     Фоторепортаж

Ним тумасăр иртрĕ кун,

Нимĕн те тумасăр!

Ма тесессĕн иртрĕ вăл

Ырă ĕç тумасăр.

Валери Туркай

     Кăçалхи çул Раççей Федерацинче волонтерсен çÿлĕ. Кам-ха вăл волонтер? Çак ыйтăва татса парас тесе Катькас клуб ертÿçи Ирина Осипова ачасемпе калаçу ирттерес терĕ. Чи малтан вăл ачасене И.Я.Яковлевăн ÿкĕтне вуласа пачĕ: «…Сана усал тума çуратман, ырă тума çуратнă! Ăна эсĕ ан ман: мĕн вăй çитнĕ таран çынсене ырă тума тăрăш…Усал ĕç тума мар, усал сăмах та ан калаç… Çыннăнне ан вăрла…. Нихăçан та ан суеçтер. Наян ан пул. Ĕçчен те хастар пул. Çынна мĕн вăй çитнĕ таран пулăш. Çынпа хирĕç пулсассăн ырă, ăшă сăмах кала, хуйхăллă çынна йăпат.»

      Çакăн хыççăн ачасем хăйсем волонтерсен ĕçне-хĕлне палăртма пултарчĕç:

1) Чечексем, йывăçсем лартни;
2) Ваттисене, кил-çуртсăр тăрса юлнисене, сусăрланнă çынсене, тăлăх ачасене пулăшни;
3) Урамсене, çĕр лаптăкĕсене илем кÿресси;
4) Чĕр чунсене пулăшасси;
5) Наркотик сиенĕ çинчен, СПИД çинчен, çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине тăни çинчен калаçусем ирттерни;
6) Сывă пурнăç йĕркине сарасси.

      Ыркăмăллăх çинчен ваттисен сăмахĕсене те аса илчĕç ачасем:

Ыр çын патне чĕнмесĕрех хăна пырать.

Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн.

Лайăх лаша пуласси тихаран паллă, ыр çын пуласси ачаран паллă, тата ытти те.

     Çакăн пек калаçу хыççăн ачасем хăйсем те ырă ĕç тăвас терĕç: кайăксем валли çитермĕшсем хатĕрлесе çакрĕç. Кашни кунах унта апат хурса пама сăмах пачĕç.

Просмотров: 457 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar