MENU
Главная » 2020 » Март » 13 » Ыркӑмӑлӑх концерчĕ пурне те тыткӑнларĕ
10:14
Ыркӑмӑлӑх концерчĕ пурне те тыткӑнларĕ

Ыркӑмӑлӑх концерчĕ пурне те тыткӑнларĕ

 

Мартӑн 12-мĕшĕнче Шупашкарта Çеçпĕл ячĕпе хисепленекен Çамрӑксен керменĕнче ыркӑмӑлӑх концерчĕ пулса иртрĕ. Концерта йĕркелекенĕ Чӑваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Раймов йĕркеленĕ. Ыркӑмӑлӑх концертĕнче Муркаш районĕнчи «Оринин ен» ветерансен хорĕ (ертÿçи Виталий Романов) куракансене илемлĕ юрӑсемпе савӑнтарчĕ. Çавӑн пекех Муркаш районĕнчи культура Çурчĕсем çумĕнчи пултарулӑх ушкӑнĕсен артисчĕсем курма килсе çитрĕç çак концерта. Эпир те, Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçӑм» артисчĕсм пултӑмӑр çак ыркӑмӑлӑх концертĕнче. Питех те кӑмӑллӑ пулчĕ çак концертра пирĕн район каччисене Андрей Игнатьевпа Кирилл Мочалов юрланисене пӑхма. Вĕсем иккĕшĕ те илемлĕ юрӑсем шӑрантарса куракансене тыткӑнлама пултарчĕç. Мĕн тĕрлĕ илемлĕ ташӑсем пӑхса киленсе лартӑмӑр. Чӑваш Патшалӑх юрӑпа ташӑ артисчĕсем чӑннипех те маттурсем.

Чылая тӑсӑлчĕ концерт. Куракансен кӑмӑлĕсене чӑннипех те тивĕçтерме пултарчĕç артистсем.

Çак концертра пуçтарӑннӑ укçа-тенкĕне пĕтĕмпех пĕр ачан пурнӑçне çӑлса хӑварма яраççĕ. «Пирĕн пĕчĕк пулӑшу та усӑллӑ пултӑрччĕ», - терĕç куракансем килелле кайнӑ майӑн.

Просмотров: 231 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar