13:43 Анне ăшши – чун ăшши. | |
Анне… Мĕн тери хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç, çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх кăнтăрта-и, вĕçĕ хĕррисĕр пуш хирте-и – пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе туртăнаççĕ. Чÿк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ярапайкасси шкулĕнче аннесен кунне халалласа пысăк уяв ирттертĕмĕр. Çак çĕр çинчи чи хаклă та çывăх çынна сума суса ăшă та савăнăçлă концерт программи пухăннисене нумай вăхăта асра юлĕ. Çакна кашни номер хыççăн хыттăн алă çупни те çирĕплетрĕ. Концертра вара «Екрем» фольклор тата «Асам» ташă ушкăнĕсем пулчĕç. Шкул ачисем те хăйсен пултаруллăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Ядыкова Лидия Аркадьевна 3-мĕш класс ачисемпе «Выртмара», 6-мĕш класс ачисемпе Емельянова Галина Геннадьевна «Авăн пăтти» ятлă сценкăсем кăтартрĕç.Концертра хутшăнакансем аннесене, асаннесене, кукамайсене ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç. | |
|
Всего комментариев: 0 | |