MENU
Главная » 2019 » Март » 8 » Аннесене – пысӑк парне.
10:29
Аннесене – пысӑк парне.

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнче январь вĕçенчен пуçласа  Москакасси вӑтам шкулĕнче вĕренекен 4-мĕш класс ачисемпе ал-ĕç ӑстисен кружокĕ ĕçлеме пуçларĕ. Çак кружока культура Çурчĕ ертÿçи Г.Голубева ертсе пычĕ. Кружока пĕтĕм класĕпех çÿрерĕç (класс ертÿçи Н.Миронова). Г.Голубева ачасене алмазпа тĕрлеме вĕрентрĕ. Çак ĕçе вĕрентме сӑлтавĕ те пулчĕ. Çывхарса килекен пĕтĕм тĕнчери Хĕрарӑмсен кунне халалласа ачасем хитре илемлĕ картинӑсене алмазпа тĕрлеме вĕренчĕç. Вĕсен ĕçлени пĕртте сая каймарĕ. Мартӑн 8-мĕш тĕлне ачасем пурте картинӑсене хитрен ерешлесе пĕтерчĕç.  Арçын ачасем те çак ĕçе хаваспах хутшӑнса, тимлĕн ĕçлесе пычĕç.

Мартӑн 7-мĕшĕнче Москакасси культура Çуртне халӑх зал туллиех пуçтарӑнчĕ.

Чаршав уçӑлсан, куракансем умне Александр Чермаков ертсе пыракан тухрĕ. Вӑл чӑн малтанах залра ларакан аннесемпе асаннесене, хĕрсемпе хĕрачасене çывхарса килекен пĕтĕм тĕнчери Хĕрарӑмсен кунĕ ячĕпе илемлĕ сӑвӑпа чысларĕ. Концерта Шупашкарти Ф.Павлов училищинче вĕренекенсем Дарья Чермаковапа Александра Кошкина «Утро Родины» юрра шӑрантарса уçрĕç. Çавӑн пекех вĕсем чӑвашла юрӑсем, тĕн юррисем юрласа та тĕлĕнтерчĕç куракансене. Тĕн юррисене юрланӑ чух Максим Ашмарин студент та юрларĕ хĕрсемпе. Залра ларакансем çав тери тимлĕн итлерĕç чуна пырса тивмелле юрӑсене. Вĕсем юрланӑ кашни юррах тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

 Концерта Москакасси вӑтам шкулĕнче   ташӑ ушкӑнне çÿрекенсем (ертÿçи И.Петрова), Д.Чермакова ертсе пыракан хĕрачасен вокал ушкӑнĕ, «Шуçӑм» артисчĕсем пулчĕç. Мĕн тери илемлĕ ташӑсемпе хавхалантармарĕç пулĕ амӑшĕсемпе асламӑшĕсене ачасем. В.Макаровапа Д.Чермакова, С.Николаев, Р.Семенов юрланӑ юрӑсене те тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç куракансем. Чи хумхануллӑ самант вара, 4-мĕш класра вĕренекен ачасем   амӑшĕсене хӑйсем ӑсталанӑ парнесене панӑ чух пулчĕ. Амӑшĕсем хумханса та савӑнса йышӑнчĕç парнесене. Тав сӑмахĕсем каларĕç асӑнмалӑх парне туса панишĕн. Уйрӑмах арçын ачасен пĕрремĕш ĕçĕ пулчĕ вĕт-ха çакӑн пек пысӑк ĕç туни. Концерта А.Чермаков çав тери ӑста ертсе пычĕ.

         Концерт вĕçленсен культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансене асра юлмалла илемлĕ концерт лартса панишĕн, Шупашкарти студентсен ертÿçине, Т.Б.Винокурована тав сӑмахĕ каларĕ, Муркашри культура Çурчĕн ертÿçи И.А.Смирнов ячĕпе тав çырӑвĕ пачĕ. Артистсене культура Çурчĕ тата ашшĕ-амӑшĕсен ячĕпе чечек çыххисем тата парнесем парса чыс турĕ. Ташлакан çамрӑк артистсене те тутлӑ çимĕçсем парса хавхалантарчĕ.

Уяв концертне пухӑннисем килелле тулли кӑмӑлпа саланчĕç.

Просмотров: 288 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar