09:58 Аслӑ Çĕнтерÿ кунĕ – Муркашра. | |
Питех те тĕплĕн хатĕрленнĕ çак уява паллӑ тума. Малтанах митинг пулчĕ, кайран çамрӑк пулас салтаксен, велосипедсемпе машинӑсен парадне те куртӑмӑр, вӑрçӑра пуçĕсене хунӑ Муркаш районĕнчи паттӑрĕсен палӑкĕ умĕнче чечек çыххисем те хутӑмӑр. Кайран районта иртнĕ «Я Помню! Я Горжусь!» фестиваль-конкурсĕнче çĕнтерÿçĕсем пулса тӑнӑ ачссен концертне пӑхса савӑнтӑмӑр. Каçхине те çак конкурсра çĕнтернĕ артистсен концертне пӑхса килентĕмĕр. Москакасси артисчĕсем те концертра юрлама тивĕçрĕç: Арсений Тимофеев, Евгений Тимофеев тата ташӑ ушкӑнĕ. Вĕсем тав çырӑвĕпе çĕнтерÿçĕсен дипломĕсене тата кубок илме тивĕçрĕç. Юлашкинчен чи кĕтнĕ самант пулчĕ. Муркаш сали çийĕн тĕлĕнмелле Евгений Тимофеев юрланӑ «День Победы» юрӑпа илемлĕ салют вĕçрĕ. | |
|
Всего комментариев: 0 | |