10:32 Çӑварни чупса – Мӑн Сĕнтĕре. | |
Спорта кӑмӑллакансем тĕрлĕрен вӑйӑсене хутшӑнса парнесене тивĕçрĕç çак уявра. Уява «Шуçӑм» халӑх юрӑпа ташӑ ушкӑнĕ те хӑйĕн юрри - ташшипе хӑт кĕртрĕ. Артистсемпе пĕрле курма килнисем те юрласа ташларĕç. Чылая тӑсӑлчĕ уяв. Кашни ушкӑнӑн концерчĕ хӑйне май илемлĕ те интереслĕ пулчĕ. Пур ушкӑна та ӑшшӑн пӑхса, алӑ çупса саламларĕç куракансем. Кашни пултарулӑх ушкӑнне Муркаш район администрацийĕн культура пайĕн архив ĕçĕсен тата туризм начальникĕ Л.А.Рыжкова ячĕпе тав çырӑвĕсем парса хавхалантарчĕç. Пурне те çак уяв хавас кӑмӑл парнелерĕ. | |
|
Всего комментариев: 0 | |