MENU
Главная » 2019 » Март » 10 » Çӑварни уяв концерчĕ - Ятман клубĕнче.
10:31
Çӑварни уяв концерчĕ - Ятман клубĕнче.

Çӑварни уяв ячĕпе, пуш уйӑхĕн 9-мĕшĕнче, Москакасси культура Çурчĕн эстрада ушкӑнĕ Ятманти культура Çуртĕнче илемлĕ те пысӑк концертпа куракансене савӑнтарса килчĕ. Самаях пуçтарӑнчĕç Ятман тӑрӑхĕнче пурӑнакансем.

Куракансене çак каç хавас кӑмӑл парнелерĕç артистсем, чӑвашла та вырӑсла юрӑсем шӑрантарчĕç. С.Николаев кулӑш ӑсти мĕнле кӑна шÿт каласа култармарĕ пулĕ залра ларакансене. Вӑл юрланӑ чух ларакансем те ура çине тӑрса ташша хуçрĕç. В, Макаровапа Д.Чермакова юрланӑ чух залра пĕр сасӑ та илтĕнмерĕ, хыççӑн тӑвӑллӑн алӑ çупни чылая тӑсӑлчĕ. Икĕ сехет хушши пĕр чарӑнмасӑр концерт тӑсӑлчĕ. Концерт вĕçленсен те татах юрлаттарасшӑн пулчĕç артистсене. Куракансен ячĕпе çак ялта пурӑнакан Ю.Петрова чечек çыххисемпе сцена çине улӑхрĕ. Пĕтĕм ял-йыш ячĕпе артистсене тав сӑмахĕ каласа чечек çыххисем парнелерĕ. «Мускаври артистсенчен пĕртте кая мар терĕ», В.Макаровапа Д.Чермакова юрӑçсене. «Çакӑн пек илемлĕ концертсемпе кирек ӑçта çитсен те намӑс курмӑр», терĕ юлашкинчен. Юлашкинчен çурхи уяв ячĕпе Москакассисем куракансем хушшинче лотерея вылявĕ те туса ирттерчĕç. Телейлисем асӑнмалӑх парнесем выляса илчĕç. Ку та вĕсемшĕн пысӑк савӑнӑç пулчĕ.

Артистсене юлашкинчен çӑварни икерчипе, тутлӑ кукӑль-çӑмахпа, вĕри чейпе сӑйларĕç çак ялта пурӑнакан маттур та пултаруллӑ çынсем.

Артистсене тав туса чĕререн тухакан ырӑ сӑмахĕсене кĕнеке çине те çырса хӑварчĕç Ятмансем.

Просмотров: 256 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar