14:28 "Çăлкуç" 90 çулхи юбилей ячĕпе саламлать. | |
Марина Александровна çак çулсене пăхмасăр питĕ вăр-вар та йăрă. Хăйĕн ĕмĕрĕнче нумай хура-шурне курнă пулсан та вăл çав тери кăмăллă та вашават. Ун çумĕнче юратнă хĕрĕ Галинăпа мăшăрĕ, 5 мăнукĕпе 8 кĕçĕн мăнукĕ тапăртатса кăна тăраççĕ, «Марин кукамай та Марин кукамай»,- тесе чĕвĕлтетеççĕ. Çакăн пек пысăк савăнăçа пайлама Марина Александровна тăванĕ-пĕтенĕпе пĕрле Катькасри культура çурчĕ çумĕнчи «Çăлкуç» ушкăн та килсе çитрĕ, хисеплĕ кинемее юрă-ташăпа савăнтарчĕ, канлĕ ватлăх, чăваш сурпанĕ пек вăрăм кун-çул сунчĕ. Çывăх таванĕсем яланах çумра пулччĕр, ăшă сăмахпа ăшăтса тăччĕр. | |
|
Всего комментариев: 0 | |