16:31 "Çĕн ял" халăх фольклор ушкăн Катькассинче | |
Концерт программи виçĕ пайран тăрать. Унта чăвашсен тĕрлĕ кĕтесĕсенчи юрри-кĕввисем. Тата çак ушкăнăн пĕр уйрăмлăх пур: вĕсем ыттисем юрланă юрăсене юрламаççĕ – вĕсен хăйсен репертуар. Илемлĕ ĕлĕкхи юрăсене вĕсем тĕрлĕ экспедицисене кайса çырса илеççĕ. Çак ушкăнта тата питĕ маттур çын пур – Фомиряков Николай Андреевич. Вăл куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарса тĕлĕнтерчĕ. Николай Андреевич юрă-ташă ăсти кăна мар иккен, вăл тĕрлĕ музыка инструменчĕсене хăй ăсталать, вĕсем çинче калать. Клуба пуçтарăннă çынсене вăл тĕрлĕ шăхлич çинче (тăмран ăсталанинчен пуçласа кĕпçерен туни таран) выляса кăтартрĕ; параппан, шăпăр, тута купăсĕ тата ытти инструментсем çинче каласа пачĕ кăна мар, вĕсен историйĕпе те паллаштарчĕ. Çакăн пек интереслĕ тĕл пулу иртрĕ Катькасри Культура çуртĕнче. | |
|
Всего комментариев: 0 | |