MENU
Главная » 2019 » Март » 25 » Çĕнтерÿ хыççӑн çĕнтерÿ
16:25
Çĕнтерÿ хыççӑн çĕнтерÿ

Çĕнтерÿ хыççӑн çĕнтерÿ

 

«Шуçӑм» халӑх юрӑпа ушкӑнне çÿрекен ташӑ ушкӑнĕ çулсеренех тĕрлĕ конкурсене хутшӑнма кӑмӑл тӑвать. Кӑçал та нумаях пулмасть Шупашкарта тĕрлĕ халӑхсем хушшинче иртнĕ IVфестиваль – конкурсра «Халӑх ташши» номинацире «Савӑнӑç ташши» чӑваш ташшипе Iстепенлĕ дипломант пулса тӑчĕ.

Акӑ иртнĕ вырсарникун, мартӑн 24-мĕшĕнче, Муркаш районĕнче иртнĕ «Ташлар-ха савӑнса!» XIIIфестиваль-конкурсран та çĕнтерÿпе таврӑнчĕç пирĕн çамрӑксем.

«Халӑх ташши» номинацире (вӑтам ушкӑн) – I тата II степенлĕ дипломант;

«Халӑх ташши» номинацире (аслӑ ушкӑн) – I степенлĕ дипломантсем пулса тӑчĕç.

Паллах, çак çĕнтерĕве илме çӑмӑлах пулмарĕ çамрӑксене. Сахал мар репетицисенче тар тӑкмалла пулчĕ вĕсен. Вĕсене çак çĕнтерĕве илме пулӑшаканĕ вара, Ирина Петрова пулчĕ. Москакасси культура Çуртĕнче çамрӑксене тĕрĕс ташлама вĕрентес тесе сахал мар тӑрӑшать пултаруллӑ ертÿçĕ. Ахальтен мар пулĕ халӑхра: «Ēçне кура – хисепĕ», тесе калаççĕ. Ку енĕпе И.Петрован опычĕ çав тери пысӑк.

Эпир ӑна тата çамрӑк ташӑçӑсене малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçусем сунатпӑр!   Москакасси çамрӑкĕсем маттурсем!!!

 

      

      

      

      

Просмотров: 286 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar