16:35 «Чăваш пулнишĕн савăнатăп» кану каçĕ Юнкăри культура çуртĕнче | |
«Юнкă пики» конкурсра хутшăнма кăмăл тунă çамрăк хĕрсем, чăнах та «илемлĕ чăваш чĕлхи, илемлĕ чăваш юрри, илемлĕ чăваш ташши, илемлĕ чăваш тĕрри» пулнине тĕрлĕ енлĕ конкурссенче кăтартса пачĕç. Чăваш хĕрĕсем тутлă апат – çимĕç пĕçерме, чустапа ĕçлеме те маттур пулчĕç. Ҫакăнпа пĕрлех алă-ĕç конкурсĕнче те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Маттур пикесем конкурссене хатĕрленнĕ вăхăтра курма килекенсем темĕн тĕрлĕ юрă-ташă, кулăшсем, сценкăсем курса савăнчĕç. Кану каçĕ питĕ савăнăçлă иртрĕ. Конкурсанткăсем тĕрлĕрен номинацисенче дипломсене тата асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Курма килнĕ çынсем кану каçĕнче «Ман юратнă Чăваш ен» ӳкерчĕксен выстăвкипе паллашма пултарчĕç. | |
|
Всего комментариев: 0 | |