MENU
Главная » 2019 » Март » 22 » Чемей клубĕнче Асламасри культура çурчĕ çумĕнчи артистсем хăнара пулчĕç
17:30
Чемей клубĕнче Асламасри культура çурчĕ çумĕнчи артистсем хăнара пулчĕç

Чемей клубĕнче Асламасри культура çурчĕ çумĕнчи артистсем хăнара пулчĕç

21 мартра Чемейри клубра хăнара пирĕн куршĕсем –  Етĕрне районĕнчи Асламассри культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ тата «Телей» художествăлла пултаруллăх ушкăнĕ пулчĕç. Вĕсем куракансене «Ватти çук та латти çук» спектакль лартса пачĕç.  Унтан  «Телей» художествăлла пултаруллăх ушкăнĕ куракансене хайсен илемлĕ те çепĕç юррисемпе савăнтарчĕç. Вĕсен концерт программин репертуарĕ чăвашла тата вырасла илемлĕ юрасемпе пуян, куракансем вĕсене питĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç, уйрăмах   Ирина Никонорова юрланине кăмăлларĕç. Клуб ертӳçи Сорокина Н.Н. артистсене тав сăмахĕ каланă май, çирĕп сывлăх, телей, творчествăлла ăнăçусем сĕнчĕ.

 

      

      

   

Просмотров: 250 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar