15:45 Черетлĕ фестиваль-конкурс Турай ял тăрăхĕнче | |
Кăçал та районта пултарулăх ушкăнĕсен «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» фестиваль - конкурсне ирттерме палăртнă. Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Турайри культура ҫурчĕ ҫумĕнчи, Анаткасри культура ҫурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем тата Мăн Токшик культура ҫурчĕ ҫумĕнчи «Тăванлăх» халăх фольклор ушкăнĕ хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Фестиваль – конкурса Турай ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Е.В.Орлов уҫрĕ. Вăл пурне те ҫак конкурсра ăнăҫу сунчĕ. Феститваль-конкурс программинче тӗрлӗрен юрӑ-кӗвӗ, сӑвӑ, ташăсем пулчӗҫ. Куракансем вара кашни коллективах ăшшăн кĕтсе илчĕҫ, тăвăллăн алă ҫупса хавхалантарчĕҫ. Жюри членĕсем те коллективсен пултарулăхĕпе кăмăллă пулчĕҫ. Клубра ал ӗҫ ӑстисен куравне йӗркеленӗ. Вăл питӗ пуян пулнă. Çекӗлпе тата йӗппе тутӑрсем, салфеткӑсем ҫыхнӑ, тӗрленӗ. Алӑ ӗҫӗсен шучӗ те ҫук — кашниех хӑйне май илемлĕ. Уяв пурин кӑмӑлне те ҫӗклерĕ.
| |
|
Всего комментариев: 0 | |