12:27 Çурхи уяв концерчĕ. | |
Асӑннӑ вӑхӑтра ял халӑхĕ культура Çуртне пуçтарӑнчĕ. Вĕсем чылаях мар пулин те, артистсене çав тери ӑшшӑн кĕтсе илчĕç. Уйрӑм, ушкӑнпа юрлакан юрӑçсене, ташлакансене, шÿт ӑстисене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç. Концерт вĕçленсен, культура Çурчĕн ертÿçи Д.Ю.Смирнов артистсене пĕтĕм ял-йыш ячĕпе ӑшшӑн тав сӑмахĕ каларĕ. «Кун пек илемлĕ те интереслĕ концертпа кирек ӑçта пулсан та намӑс курмӑр», терĕ. «Сипет» халӑх театрĕн ертÿçи К.Ф.Ярухин та артистсене чун-чĕререн тухакан тав сӑмахĕ каларĕ. «Пирĕн халӑха çавӑн пек çурхи савӑнӑçлӑ каç йĕркелесе панишĕн çав тери савӑнтӑмӑр», терĕ. Куракансем те ура çине тӑрса чылай вӑхӑт хушши алӑ çупса тав турĕç Москакасси артисчĕсене. Çакӑн пек концертсемпе татах килсе савӑнтарма ыйтрĕç. Артистсемшĕн ку чи пысӑк çурхи уяв парни пулчĕ те ĕнтĕ. | |
|
Всего комментариев: 0 | |