MENU
Главная » 2019 » Апрель » 29 » Дарья Яруткова - «Илемлӗ пӗчӗк Нарспи»
12:13
Дарья Яруткова - «Илемлӗ пӗчӗк Нарспи»

Дарья Яруткова - «Илемлӗ пӗчӗк Нарспи» номинацин çӗнтеруçи

 

Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче Муркаш культура Çурчĕнче чăваш чĕлхин кунне халаласа «Пĕчĕк Нарспи» фестиваль-конкурс иртрĕ. Конкурса хутшăнакансем 6 - 10 çулхи хĕр ачасем пулчӗç. Хĕр пĕрчисем сцена çинче чăваш тумĕпе, шÿлкеме-тевечĕпе халӑх умне тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗç, куракансен кăмăлне çĕклерĕç.

Тойкилтӗ ялӗнчен конкурса 6 çулхи Даша Яруткова хутшӑнчӗ. «Пĕчĕк Нарспи» ята тивĕçес тесе вӑл малтанах «Çывăхрах паллашар-ха» конкурсра презентаци хатӗрлесе кӗскен хӑйӗнпе паллаштарчӗ, «Мухтанатăп эп чăваш пулнишěн!» конкурсра «Нарспи» поэмӑн сыпăкне чӑвашла илемлӗн вуласа пачӗ, кайран вара «Пултаруллă Нарспи» конкурсра куракансене Анатолий Никитин çырнӑ «Пукане» юрӑпа савӑнтарчӗ. Пĕчĕккĕ пулин те Даша хӑйне сцена çинче сӑпайлӑ, чӑн-чӑн артист пек тытма пултарчӗ.  Çапла майпа пирӗн пултаруллӑ Дарья «Илемлӗ пӗчӗк Нарспи» номинацин çӗнтеруçи пулса тӑчӗ.

Эпир, культура ĕсченĕсем, Дашӑна çӗнтерÿпе чун-чӗререн саламлатпӑр, конкурса хутшӑнма кӑмӑл тунӑшӑн унӑн амӑшне Алёна Александровнӑна тав тӑватпӑр, çирӗп сывлӑх, çемьере телей, ӗçре çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунатпӑр!

 

 

 

Просмотров: 275 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar