MENU
Главная » 2019 » Март » 22 » Юськассинчи культура Çурчĕ çумĕнчи «Сипет» халӑх театрĕ куракансене савӑнтарчĕ
14:40
Юськассинчи культура Çурчĕ çумĕнчи «Сипет» халӑх театрĕ куракансене савӑнтарчĕ

«Сипет» халӑх театрĕ куракансене савӑнтарчĕ

Пуш уйӑхĕн 21-мĕшĕнче, Москакасси культура Çуртĕнче, черетлĕ спектакльпе Юськассинчи культура Çурчĕ çумĕнчи «Сипет» халӑх театрĕ Алексей Горбачев çырнӑ «Василиса кин кĕртет» 3 пайлӑ, 2 картинӑллӑ камитпе   куракансене савӑнтармаллипех савӑнтарса хӑварчĕ.

Константин Ярухин режиссер спектакле халӑх умне тивĕçлĕ шайра кӑларас тесе, нумай тӑрӑшни куç кĕретех пулчĕ. Спектакльте вылякан артистсем чӑн-чӑн Шупашкар артисчĕсем пек выляса, куракансене култармаллипех култарчĕç. 12 артист, 12 сӑнар - пурин чĕрине кĕрсе вырнаçмалла хӑйĕн рольне тĕплĕн вылярĕ. Ахальтен мар пулĕ, залра ларакансем ӑшӑ куçсемпе пӑхса ларса, савӑнӑçлӑн кулса артистсене тӑвӑллӑн алӑ çупса йышӑнчĕç.

Спектакль вĕçленсен те чылай вӑхӑт хушши «Сипет» халӑх театрĕн артисчĕсене тӑвӑллӑн алӑ çупса саламларĕç Москакассисем.

Культура Çурчĕн ертÿçи Галина Голубева артистсене куракансен ячĕпе ӑшшӑн тав турĕ. Малашне те çавӑн пек интереслĕ спектакльсемпе халӑха пысӑк савӑнӑç кÿме ӑнӑçу сунчĕ.

Тĕп режиссер, К.Ярухин театр ушкӑнне  çавӑн пек ӑшшӑн кĕтсе илнишĕн чун-чĕререн тав турĕ. «Эсир пире малашне ĕçлесе пыма пысӑк вӑй-хал парнелерĕр, тавах сире уншӑн!», терĕ куракансене.

Апла пулсан, Театр çулталӑкĕ ахаль иртмест кӑçалхи çул Муркаш районĕнче. Çулталӑк вĕçлениччен Москакасси ял тӑрӑхĕнче пурӑнакансем Муркаш районĕнчи театр ушкӑнсемпе паллашма пултарĕç-ха. Юратать иккен чӑваш халӑхĕ спектакльсем пӑхма.

 

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

      

   

Просмотров: 296 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar