MENU
Главная » 2019 » Март » 13 » Кашмашсем - маттурсем.
13:59
Кашмашсем - маттурсем.

    Кӑçалхи çул Театр çулĕ пулнӑ майӑн, Муркаш районĕнчи «халӑх» театрĕсем, районти культура Çурчĕсенчи театр ушкӑнĕсем спектакльсене çав тери тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ. Хӑйсен пултарулӑхне кӑтартас тесе, культура Çурчĕсенчи пултарулӑх ушкӑнĕсем ӑçта кӑна çитсе халӑха савӑнтармаççĕ пулĕ.

     Акӑ, пуш уйӑхĕн 12-мĕшĕнче, Москакасси культура Çуртĕнче, Кашмашри культура Çурчĕ çумĕнчи «халӑх» театрĕ Н.Сидоров çырнӑ «Хĕр çураçма кайсан» спектакльпе куракансене савӑнтарчĕ. Арсентий Димитриев режиссер спектакле питех те тĕплĕн хатĕрлесе çитернĕ. Артисчĕсем вара вӑл вĕрентсе пынипе хӑйсене шанса панӑ рольсене çав тери ӑста выляса, куракансене савӑнтармаллипех савӑнтарчĕç. Шупашкарти артистсенчен ниĕнпе те уйӑрӑлса тӑмаççĕ. Акӑ тĕп рольсенчен пĕрне Петр Борзаев чӑн-чӑн артист пек выляса, залра ларакансене култармаллиппех култарчĕ.  Тамара Цвыга вара чӑн-чӑн ют Çĕршыв майри пекех вылярĕ хӑйĕн рольне. Çавӑн пекех ытти артистсем те савӑнтармаллипех савӑнтарчĕç куракансене. Акӑ вĕсем: Николай Ершов, Виталий Александров, Алина Трофимова, Роза Арапкина, Татьяна Трофимова. Паллах, тепĕр ролье тĕп режиссер - К.Иванов ячĕпе хисеппленсе тӑракан драма театрĕн артисчĕ, Арсентий Димитриев вылярĕ. Артистсем куракансен чунне çĕклемеллипех çĕклерĕç. Пурнӑçра темĕнле пӑтӑрмах та пулса иртет. Шӑпах ĕнтĕ çак пурнӑçри пулӑма сӑнласа пачĕç те ĕнтĕ Кашмашри «халӑх» театрĕн артисчĕсем.

       Спектакль вĕçленсен, куракансем ура çине тӑрса чылай вӑхӑт хушши тӑвӑллӑн алӑ çупса «Маттурсем!» тесе кӑшкӑрчĕç артистсене. Артистсемшĕн ку чи пысӑк парне пулчĕ. Апла пулсан, вĕсем тӑрӑшса выляни ахаль пулмарĕ.

       Культура Çурчĕн ертÿçи Г.Голубева артистсене куракансене çавӑн пек савӑнӑç туса панишĕн тав сӑмахĕ каларĕ, малашне те пысӑк çитĕнÿсем туса пыма ӑнӑçу сунчĕ.  Çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсем калӑпласа, куракансене малашне те   савӑнтарма ӑнӑçу сунчĕ.

         Артистсем те куракансем те питех те кӑмӑллӑ юлчĕç çак каç.

Просмотров: 253 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar