MENU
Главная » 2019 » Март » 11 » Катькасри «Çăварни уявĕ»
10:20
Катькасри «Çăварни уявĕ»

    Çăварни – пысăк та савăнăçлă уяв. Ăна ĕлĕк-авал Италири шавлă карнавалсенчен пуçланнă теççĕ. Ку уяв кашни çул пĕр вăхăтра килмест, вăл мăнкун хăçан пулассипе тачă çыхăннă.

     Кĕçĕн çăварнинче çамрăксем пĕтĕм вăйпа каттачи чупнă. Эрнипех ял-йыш савăннă, ваттисем кÿршĕсемпе пĕрле киленнĕ, ача-пăча йĕлтĕр-çунашкапа ярăннă. Çавăн пекех Çăварни уявĕнче улăмран çăварни карчăкĕ туса ăна сăрт çине лартнă, кайран çунтарса янă. Вут хывса ун урлă сиксе ырă-усалсенчен, чир- чĕртен тасалнă. Çăварни кăвайчĕ вăйлă çунсан çуркунне час пулать, çу ăшă пулать теççĕ. Хăш ялсен çăварни кăвайчĕ пысăкрах пулать, çавсен тырри-пулли ăнса пулать теççĕ.

    Пуш уйăхĕн 10-мĕшěнче Катькасри Культура çурчĕ умне ял халăхĕ «Çăварни уявне» ирттерме палăртнă вăхăта пуçтарăнчĕ. «Çăлкуç» пултарулăх ушкăн Надежда Кондукторова ял халăхне илемлĕ чăваш юрри-ташшипе савăнтарчĕ, ял халăхĕ те ушкăнпа пĕрле çăварни юррисене шăрантарчĕ. Надежда Кондукторова, Ирина Осипова, Анжелика Угарова уяв программине ертсе пычĕç, тĕрлĕ йышши конкурссем хатĕрлерĕç. Ачасем тĕрлĕ вăйăсене хутшăнса пĕр-пĕринпе тупăшрĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Пушмак ывăтасси те ачасене тыткăнларĕ. Чир-чĕртен тасалма çăварни карчăкне çунтарчĕç. Çÿçеллĕ тутăрсем çыхса килни уява капăрлатрĕ. Андрей Ельников вара çунашкана илемлетсе килсе пĕчĕк шăпăрлансене ярăнтарчĕ. Уява пухăннă халăх пушă алăпа килмен, çăварни икерчипе пурне те сăйлама васкарĕ, пĕр-пĕринчен каçару ыйтрĕ.  

    Çăварни уявĕ ăнăçлă иртрĕ. Вăйă-кулăпа, юрă-ташăпа савăнни нумайччен ял халăхĕн асĕнче юлĕ.

Просмотров: 365 | Добавил: Алина | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
avatar